Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуканкасси ялĕнче «Ял уявне» ирттерчĕҫ.

16:52 20 июня 2018 г.

   Ял уявне тӗплӗн хатӗрленчӗҫ пуканкассисем. Кил-таврашри, урамри ҫȳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейлерӗҫ. Уяв кунӗ ҫитсен, уяв ҫи-пуҫне чăвашла тăхăнса, ял варринче вырнаҫнă клуб умнелле васкарӗҫ.

Илемлӗ вӗлкӗшекен тӗрлӗ тӗслӗ хăюсем, юрласа-ташлама хăма сарса хатӗрленӗ сцена, вӗри шȳрпепе хăналама сӗтелсем, саксем, алă ӗҫĕ ăстисен куравне хатĕрлени, уява килнисен кăмăлне ҫӗклерӗ.

Шоссе урамӗнче тата Воробьев урамӗнче пурăнакансем юрласа утса килсе, ял варринче тӗл пулчӗҫ, ăмăртмалла юрларӗҫ.

Уяв программине, ял тăрăхӗн депутачӗ (ялти актив членӗсен председателӗ) Виктор Анисимов уҫрӗ, уяв программипе паллаштарчӗ.

Сцена ҫине «Утмăлтурат» ушкăн тухса «Алран кайми аки-сухи» юрра юрларĕ. Уява пухăннисем те ура ҫине тăрса вĕсемпе пĕрле юрларĕҫ, пĕр самантлăх шарламасăр тăчĕҫ.

Вăрнарта пурăнакан чăваш инструменчĕсене ăсталакан Владимир Михайлов шăпăрпа выляса  чăвашла  кĕвĕ каларĕ.

Шкул ачисем, Любовь Анисимова Пуканкасси ялĕ ҫинчен  ҫырнă сăвăсене пăхмасăр, чăвашла та вырăсла та каларĕҫ.

Ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Петров, килнӗ хăнасене, ял ҫыннисене «Ял уявӗ» ячӗпе саламларӗ, тивӗҫлисене хисеп хучӗсем пачӗ. Вăрнар район администрацин ҫĕр хутшăнăвĕсен пай пуҫлăхĕн ҫумĕ Игорь Егоров, Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертўҫи Андрей Суварин та уява килнĕ. Вĕсем пуканкассисене уявпа ăшшăн саламларĕҫ, ырă йăлана малалла та тăсма сĕнчĕҫ.  Станислав Отрыванов таврапĕлўҫĕ Пуканкасси ялĕн историне кĕскен каласа пачĕ. Чăвашрадиора тăрăшакан корреспондет Альбина Фомина, Чăваш телевиденийĕн журналисчĕ Екатерина Фомина чăвашла кăларăмсем эфира кăларма ял пурнăҫепе кăсăкланса, ялти ҫынсемпе калаҫусем йĕркелерĕҫ. Кĕҫĕн Кипекрен килнĕ 84 ҫулхи Александр Михайлов иртнĕ ĕмĕрте усă курнă пир тĕртмелли станок умĕнче тăрса мĕнле ĕҫленине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Пир тĕртес ĕҫпе кăсăкланакан ачасем вăл мĕн каланине тимлĕн итлерĕҫ, асăнмалăх сăн ўкерттерчĕҫ. Ҫĕн Сĕрьелти Владимир Павлов шўтлĕ сценкăсемпе куракансен кăмăлне ҫĕклерĕ. Валентина Маркова хăй ҫырнă сăввине каларĕ, юрă юрларĕ.

Виктор Анисимовича ялти чи аслă ҫынна, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, хисеп туса, унран пархатар сăмахне илчĕҫ. Ҫакăн пек уявсем ирттерсе ял халăхне, ялтан тухса кайса урăх ҫӗрте пурăнакансене пӗрле пуҫтарса, уяв йӗркеленӗшӗн тав сăмахĕ каларĕ. Малалла та ялти ҫынсем пӗр ҫемьери пек килӗштерсе пурăнасса шаннине пĕлтерчĕ.

 Пĕчĕк хĕр пĕрчисене; Ева Ивановăпа, Ксения Малыгинăна асăнмалăх рамкă ăшне лартнă ўкерчĕксем парнелерĕҫ, ҫирĕп сывлăх, ҫитĕнсен уявсене ирттернĕ ҫĕрте хастар пулма сунчĕҫ.  

Пуканкассинчи «Чашма», Ярмушкари «Шурăмпуҫ», «Утмăлтурат», Кушар-Юнтапари «Кушар ен», Авшак Элменти «Элмен» ушкăнсем, Ярмушка ялӗнчи вăтам шкулта вӗренекенсем илемлӗ юрă-ташăпа савăнтарчӗҫ. Юрра-ташша, сăвăсем ҫырса, вулама юратакансем сцена ҫине тухса кăмăлĕсене уҫрĕҫ. Шупашкартан килнĕ Галина Скворцова «Аякри тăван», «Нумай пулать сире курманни» юрăсене юрларĕ. Красноярск хулинче пурăнакан, ҫуралнă ялне курма килнĕ, Елизавета Николаева та чăваш юррисене чуна хускатмалла шăрантарчĕ. Пуканкасси ялĕнче ҫуралса ўснĕ, халĕ Пушкăрт Республикинче пурăнакан Любовь Иванова ял пурнăҫĕпе питĕ кăмăллă.  Канаш хулинчен килсе ҫитнĕ «Россияночка» ура-ташă ушкăнĕ уяв программине пуянлатрĕ. Уява килнĕ ҫынсем вĕсемпе пĕрле ташласа савăнчĕҫ. 7 ҫулхи Павел  Хундяков Тăван ҫĕр-шыв ҫинчен сăвă каласа тĕлĕнтерчĕ.    

Алă ĕҫĕ ăстисен куравне Нина Терентьева йĕркеленĕ. Курав питĕ пуян. Турăшсене биссерпа тĕрлени, крючокпа ҫыхнă теттесем, шăрҫасем, салфеткăсем, кофтăсем, тĕрĕсем, тĕрлĕ ҫиппе тĕрленĕ кавир, пукан ҫиввиттисем, рамкă ăшĕнчи турăшĕсем, тĕрленĕ салфеткăсем куракансене килĕшрĕҫ. Вĕсен ĕҫĕсене ял администраци тав хучĕсемпе чысларĕ.

Ҫамрăк ўнерҫĕсен куравĕ, сăн ўкерчĕксен стенд умĕнчен те ҫынсем татăлмарĕҫ. Ўкерчĕксем ҫине пăхса иртнĕ кунсенчи пурнăҫ ҫинчен пĕр-пĕринпе кăмăллăн калаҫса аса илчĕҫ.

Спорт вăййисем те хĕрў иртрĕҫ. Маттуррисем, хăюллисем Чăваш Республикинчи халăха спорта явăҫтаракан «Гвардеец» пӗрлешȳ членӗсен хисеп хучĕсене тивĕҫрĕҫ. 

Тăмран ăсталанă шăхличĕсем вĕтĕр-шакăр ачасемшĕн чăн-чăн уяв парни пулчĕ. Калинино райповĕн сутăҫĕсем пылак шывсемпе, пахча-ҫимĕҫсемпе, тутлă шашлыкпа суту-илў турĕҫ. Ял ҫыннисем хуранпа пĕҫернĕ, техĕмлĕ шăрш саракан шўрпе те ҫиекенсене килĕшрĕ.

Концерта йĕркелесе пыракансем; Любовь Максимовăпа, Алексей Петров уяв программине ăста ертсе пычĕҫ. Лиана Григорьева Пуканкасси ялĕн историпе ҫыхăнтарса ҫырнă сăввисем уяв программине тата та илĕртўллĕрех янăратрĕҫ.

Уява хатĕрленсе ирттернĕ ҫĕрте администрацинче ĕҫлекенсен те тўпи пысăк. Клубри тирпей-илеме кĕртме тĕрлĕ сăрăсемпе тивĕҫтернĕ, ĕҫсене пурнăҫланă ҫĕре хастар хутшăннă.

Ҫак уява йĕркелесе ирттернĕшĕн ял актив членĕсене: Виктор Анисимова, Геннадий Герасимова, Альбина Фоминана, Лиана Григорьевăна, «Чашма»  ушкăнне ҫўрекенсене, техникăпа пулăшнă Николай Макаровпа Владислав Ильина, Чăваш Республикинчи халăха спорта явăҫтаракан «Гвардеец» пӗрлешȳ членӗсене, спонсорла пулăшу панă район депутатне Ольга Куликовăна, предпринимательсене, Ярмушка ял администрацинче ĕҫлекенсем, ҫак тăрăхра ҫуралса ўссе, халĕ аякра пурăнакансем, ял-ĕҫченĕсем, чĕререн тав сăмахĕсем калаҫҫĕ. Уявсем Пуканкасси ялĕнче татах та иртессе шанаҫҫĕ. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика