Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярмушка ял тăрăхӗнче пурăнакансем фашистсене ҫапса аркатнăранпа 73 ҫул ҫитнине чыслăн уявларӗҫ

13:27 09 мая 2018 г.

Хӗвеллӗ ăшă ҫанталăк ваттине те вӗттине те пуҫтарчӗ вăрҫăра пуҫӗсене хунă салтаксене асăнса лартнă Ярмушкари палăк-салтак ҫывăхне.

2018 ҫулхи ҫу уйăхӗн 9-мӗшӗнче аслă ăрури ҫынсене, хамăр тăвансене сума суса, вĕсене асра тытса, урампа Ярмушкари вăтам шкул ачисем йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» палăк умне  парадпа утса ҫитрĕ. Салтак-палăк умне чечек кăшăлĕсем хучӗҫ.

9 сехетре митинга ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров уҫрӗ. Ӗҫпе вăрҫă ветеранӗсене, хăнасене, ял ҫыннисене пурне те уяв кунӗ ячӗпе  саламларӗ, уяв программипе паллаштарчӗ, вăрҫăра пуҫӗсене хунă салтаксене асăнса пӗр минут шăп тăма ыйтрӗ. Ветерансемпе пӗрле палăк умне чечек кăшăлĕсем хучӗҫ.

Ярмушкари вăтам шкул директорĕн ҫумĕ Алексей Геннадьевич Петров уяв ячĕпе саламларĕ, шкул пурнăҫĕпе паллаштарчĕ, вĕренекенсене командăпа утса иртме ирĕк пачĕ.

Вăрнар район администрацин ҫĕр хутшăнăвĕсен пай пуҫлăхĕн ҫумĕ Игорь Вениаминович Егоров, ветерансен Совечӗн председателӗ Геннадий Илларионович Сорокин та уяв кунӗ ячӗпе саламларӗҫ, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнмалли ҫинчен асăнса хăварчӗҫ.

Концерт программине Ярмушкари вăтам шкулта вĕрентекенсен ушкăнĕ уҫрĕ. Шкул ачисен, «Хаваслă культработниксен» уяв программинче вăрҫă ҫинчен юрă–ташă пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе пĕрремĕш клас ачисем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕҫ. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă ҫупса тав турĕҫ.

Милена Сорокина «Мăн асатте» ҫĕнтерўпе вăрҫăран ҫуралнă вырăна таврăнни ҫинчен юрларĕ. Куракансен куҫĕнчен куҫҫулĕ кăлармалла юрласа вăрҫă ахрăмĕ ҫинчен сăнарларĕ. Эвелина Отрыванова чуна тыткăнламалла сăвă каларĕ, Любовь Максимова вăрҫа сивлесе юрларӗ.

Концерт программи вӗҫленнӗ хыҫҫăн ветерансене сӗтел хушшине чӗнчӗҫ.

Спорта юратакансем йăлана кӗнӗ ăмăртăва хатӗрленчӗҫ. Мирлĕ пурнăҫшăн ҫапăҫса пуҫĕсене хунă салтаксен ячĕпе ирттерекен ăмăрту пĕрремĕш хут 1998-мĕш ҫулта иртнĕ. Вăл вăхăтра Мачамăш-Ярмушка маршрутпа чупнă, старта 6 ҫын тухнă. Паянхи кун 20-мĕш хутчен иртекен ăмăртăва 74 спортсмен хутшăнчĕ. Спортпа туслисен хушшинче чи кĕҫĕнни 5 ҫулхи Дима Махоркин, чи асли 70 теҫеткери - Михаил Илларионов.

Ҫамрăкраххисем Мăн Элмен – Ярмушка, аслăраххисем Ярмушка - Мăн Элмен – Ярмушка ялӗсенчи палăксен умӗнчен старта тухрӗҫ. Спорт ăмăртăвне хутшăнакансем ҫулран - ҫулах йышланса, ҫамрăкланса пыраҫҫӗ.

Маттуррисем, хастаррисем ЧРСО "Гвардеец" членӗсен парнисене тивӗҫрӗҫ. Уяв хыҫҫăн та спорт вăййисем малалла тăсăлчĕҫ, ҫамрăксемпе аслăрах ҫулхисем футболла выляса ăмăртрĕҫ.

Пурте пӗрле тăрса асăнмалăх сăн ȳкерттерчӗҫ.

Ярмушка ял администрацинче тимлекен специалистсем шȳрпе ҫиме кăмăл тăвакансене вӗри шȳрпепе хăналарӗҫ.

Хаваслă юрă-кĕвĕ, илемлӗ вӗлкӗшекен терлӗ тӗслӗ ялавсем, тавралăхри тирпей-илем хăнасен кăмăлне ҫĕклерĕ.

Палăксен умне хунă веноксене илме, уява йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн, ял тăрăхӗнчи ҫынсене пурне те администраци тав сăмахӗ калать. Малалла та килӗштерсе, пӗрне-пӗри хисеплесе пӗрле ӗҫлесе пырасса шанать.

 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика