Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуканкасси ялĕнче пурăнакансем ниме йĕркипе ял варринче вырнаҫнă клуб умне тирпей-илем кĕртрĕҫ.

10:43 28 апреля 2018 г.

Юлашки вăхăтра ялсенче пĕрле пухăнса ял уявĕсене ирттересси, урамсене тирпейлесе хăтлăх кĕртесси йăлана кĕрсе пырать. Авалтан килекен ниме йăли-йĕрки çирĕпленсе пыни çитĕнсе пыракан ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Пуканкасси ялĕнче пурăнакансем туслă та ĕçчен. Кашни ĕçе ниме йĕркипе пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ялĕ пысăках мар пулин те, выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерсе пыракансен йышĕ пĕчĕкех мар-ха.

Ялти хăтлăх чи малтан хамăртан килет. Çавăнпа та ял халăхĕ тăтăшах субботниксем тума тăрăшать. Пуканкасси ялĕнче пурăнакансем туслă тата пĕр шухăшлă пулнине иртнĕ кунсенче иртнĕ субботник та çирĕплетсе пачĕ. Ярмушка ял администраципе Пуканкасси ялĕнче пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса клуб умĕнче тирпей ĕçĕсене пурнăçларĕç. Кивелсе ҫĕрĕшнĕ картана пăсса ҫĕнĕрен хăтлă карта тытса хăварчĕҫ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене тата хыпарсăр çухалнисене асăнса лартнă палăка ҫĕннипе улăштарчĕҫ. Кунта ватти те, яшши те хутшăнчĕ. Ялта пурăнакансем çеç мар, хуларан канмалли кунсене килнисем те хастар пулчĕç çак ĕçре. Пархатарлă ĕҫе йĕркелесе пыраканĕ Ярмушка ял тăрăхĕн депутачĕ, ял старости Виктор Анисимов. Ăна пулăшаканĕсем, нимере хастар ĕҫлекенсем: Владимир Александров, Андрей Фадеев, Виталий Терентьев, Виталийпа Владислав Ильинсем, Николай Макаров, Георгий Иванов, Василий Григорьев тата ыттисем те…

Ҫамрăксем хастар пулни те кăмăла ҫĕклет. Ик эрнене отпуска килнĕ Игорь Григорьевпа Вениамин Павлов та ял ҫыннисемпе пĕрле тăрăшса ĕҫлерĕҫ. Владислав Ильин, Николай Макаров хăйсен тракторĕсемпе палăка пăснă хыҫҫăн тухнă кирпĕч катăкĕсене ҫăва ҫине каймалли ҫул ҫине, урам хушшинчи ҫула юсанă ҫĕре турттарса пулăшрĕҫ. Тăкнă кирпĕч катăкĕсене ар ҫынсем ҫийĕнчех ҫул ҫине сарса якатса пычĕҫ.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче нимене пуҫтарăннă хĕр арăмсем, ар ҫынсем пĕр шухăшлăн пулса тăрăшса ĕҫлерĕҫ. Иртнĕ ҫулта ял хушшине сарса пĕтернĕ ҫулшăн та ял ҫыннисем кăмăллă. Ял администрацине тав сăмахĕсем калаҫҫĕ.

Пуканкасси ялĕнче ҫуралса ўснĕ, 33 ҫул ытла ял администрацинче тимлекен Светлана Короткова, 20 ҫула яхăн ĕҫлекен Лиана Григорьева, ҫар ĕҫне йĕркелесе пыракан  Валентина Маркова, тĕп специалист Нина Михайлова, Ярмушка ял тăрăхĕн пуслăхĕ Алексей Петров Пуканкасси ялĕнче туса ирттернĕ ĕҫсемпе кăмăллă.  

Ҫитмĕл теҫеткене пуснă Зинаида Федоровна Терентьева та ял ҫыннисен ĕҫĕпе кăмăллă. Пилĕк ҫул пурăнаҫҫĕ вĕсем мăшăрĕпе Константин Терентьевичпа Пуканкасси ялĕнче. Ҫамрăк чух вĕренме ялтан тухса кайнă Константин, ватлăх кунĕсем ҫывхариччен, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăннă. Пĕр пысăк комплексра, мăшăрĕпе, выльăх тухтăрĕнче ĕҫленĕ.  Ҫуралнă вырăн туртăмĕ тавăрнă та вĕсене ҫуралнă тăрăха.  

Тăван ялта çуралса ÿснĕ, çунат сарнă кашни çын хăйĕн пурнăç çулĕ таçта илсе çитерсен те тăван кĕтесе манмасса, хăйĕн ĕçĕсемпе килте юлнă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене сума савасса шанас килет. Мĕнле пулсассăн та, тăван ял, пуринчен те илемли!   Яланах ял илемне, тăван кил ăшшине упрасчĕ.

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика