Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çыртăмăр

16:46 26 апреля 2018 г.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ.Унта кашни чǎваш чунлǎ çын хутшǎнчĕ. Ǎна Чăваш Енре И.Я.Яковлев çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Диктант текстне паллă чăваш писателĕн Александр Артемьевăн «Чăваш чĕлхи» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ.
Пĕтĕм чăваш диктантне çырма пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те кǎмǎлтан хутшǎнчĕç. Диктант çырнисен йышĕнчен 38 проценчĕ «5» паллă, 44 проценчĕ «4» паллă, 18 проценчĕ «3» паллă илчĕ.
Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать.
Вĕсене пурне те тав тăватпăр, лайǎх паллǎсем илнĕ ятпа саламлатпǎр!

Вурнарский МО Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика