Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чӑрӑш-Шӗнер ялӗнче пурӑнакан Агафия Васильевна Васильева 90 ҫул тултарчӗ

13:24 09 апреля 2018 г.

Чӑрӑш-Шӗнер ялӗнче пурӑнакан Агафия  Васильевна Васильева апрелӗн 8-мӗшӗнче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман унӑн.  Тӑван ҫӗршывӗн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра 13 ҫулта пулнӑ вӑл. Аслисенчен юлмасӑр уй-хирте тӑрӑшнӑ:  авӑн ҫапнӑ, кӗлте ҫӗкленӗ, ҫум ҫумланӑ, пахча-ҫимӗҫ шӑварнӑ…
Ача-пӑча кунӗпе хирте пилӗк авса ӗҫленӗ, ывӑнсан та выляма тухнӑ.
Пӗве кӗрсен хӗр ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпех  колхозра тар тӑкнӑ вӑл. Тата мӗн чухлӗ ал-ӗҫ тума пуль: алсиш-нуски те чылай  ҫыхнӑ, чӑнтӑр ҫыхнӑ, алшӑлисем тӗрленӗ, пир тӗртнӗ, кӗпе –тумтире илемлетнӗ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен, лӑпкӑ кунсем пуҫлансан хӗр хӑйӗн юратӑвне тӗл пулнӑ. Ҫапла ҫамрӑк ҫемье чӑмӑртанӑ. Унӑн мӑшӑрӗ те Василий Никандрович Трофимов ҫак ялтанах пулнӑ.
Вӗсем уйрӑм хуҫалӑх ҫӗкленӗ, ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ. Кил-ҫурт ача сассипе тулсах пынӑ: виҫӗ тӗпренчӗке кун ҫути парнеленӗ. Ачисене пӑхнӑ хушӑрах ӗҫе ҫӱреме те ӗлкӗрнӗ, колхозра тӗрлӗ вырӑнта тӑрӑшнӑ хӗрарӑм.
Килти хуҫалӑхра та лара-тӑра пӗлмен Укахви аппа: кӑмака хутса кукӑль-икерчӗ пӗҫернӗ, витри-витрипе япалине ҫунӑ, хуран ҫакса апат пӗҫернӗ.
Юратнӑ мӑшӑрӗпе нумаях пурӑнмалла пулмарӗ, Укахви аппа  пуҫне усмарӗ. Ачисене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӗрӗс тӑратрӗ, пелӱ пачӗ, мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарчӗ вӗсене.
Халӗ Укахви аппа, чӑнах та телейлӗ хӗрарӑм. Хӑтлӑ кил-ҫурт,тирпей-илем хуҫаланать. Унӑн икӗ ывӑлпа, пӗр хӗр, 7 мӑнук тата 11 кӗҫӗн мӑнук. Кинӗсем те маттур, пултаруллӑ. 
Ӗҫчен те тирпейлӗ, тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе 90 ҫул тултарчӗ Укахви аппа. Сумлӑ юбилей ячӗпе  Агафия Васильевнӑна Шӗнер Ишек ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ Радим Убаков саламларӗ. Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин хатӗрленӗ  салам  ҫырӑвне тыттарчӗ, парне пачӗ.
Ҫавӑн пек кӑмӑллӑ ҫынна татах та ырлӑхне те, сывлӑхне те, вӑрӑм кун-ҫулне те сунас килет.

Вурнарский МО Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика