10:19 30 декабря 2017 г.
Чăваш радиопа тухакан передачăсене пурте итлеме кăмăллатпăр. Республика пурнăҫĕпе журналистсем куллен туллин паллашатараҫҫĕ. Иртнĕ кунсенче Ярмушка ял тăрăхĕнче тимлекен специалист Лиана Григорьева «Ҫула тухсан» кăларăмра ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ калаҫăва хутшăнма тивĕҫрĕ. Альбина Фомина журналист, хисеплĕ радиоитлекенсене республикăри пултаруллă çынсемпе паллаштарчĕ. Ҫыравҫăсем – Улькка Элмен (Ольга Куликова) Вăрнар, Татьяна Дорофеева-Миро Вăрмар, Мария Каҫалсем (Марионелла Тимофеева) Комсомольски, штатра тăман корреспондет Вениамин Иванов Вăрнар тăрăхĕнчен. Вячеслав Васильев изобретатель Сĕнтĕрвăрри районĕнчен, Раҫҫей ялхуҫалăх надзорĕн Чăваш республикинчи тата Ульяновск облаҫĕнчи управленийĕн ĕҫченĕ Валентина Никитина (хай вăхăтĕнче вăл Вăрнарта ĕҫленĕ) ҫитнĕ. Вĕсем тĕрлĕ професси ҫыннисем, анчах пĕрлештерсе тăраканни те пур: пуян чунлă, пултаруллă, ҫынсене ырă кăна тума тăрăшаҫҫĕ, ĕҫлемесĕр пурăнаймаҫҫĕ. Тĕрлĕ ҫĕрте тимлекенсем пĕрле пĕр сĕтел хушшинче кăмăллăн калаҫса ларчĕҫ. Пĕр-пĕрин ĕҫĕсемпе, 2017-мĕш ҫулхи ҫитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕҫ. Валентина Никитина пахчаҫимĕҫ культурисен вăрлăхĕсене суйласа илсе тухăҫа ўстерессипе паха сĕнўсем панине тимлĕн итлерĕҫ.
Радио ертўҫи Эльвира Тимофеева корреспондентсен ĕҫĕпе паллаштарчĕ тата ҫĕнĕ ҫулти плансем ҫинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Пуҫтарăннă хăнасене радио ҫуртĕнчен паракан тўрĕ эфира мĕнле йеркеленине, корреспондентсен ĕҫ вырăнĕсене кăтартса ҫўрерĕ. Асра юлмалли тата Сергей Есенинăн 1926-мĕш ҫулта ҫырса илнĕ, Геннадий Айхин чĕрĕ сасăпа хăйсен сăввисене вуланине итленĕ самант пулчĕ. Чăваш радиори фонотекăра упранакан чĕрĕ сасăсем хăнасемшĕн асра юлмалли чăн-чăн уяв парни пулчĕ.
Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа