Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вӑрнар районĕнче Чӑваш Республикинчи чи лайӑх халӑх театрĕсен «Тамаша» фестивалĕ иртрĕ

13:02 27 ноября 2017 г.

Чӳк уйӑхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн районта Чӑваш Республикинчи чи лайӑх халӑх театрĕсен «Тамаша» фестивалĕ иртрĕ. Пĕтĕмпе 13 ушкӑн хайсен ӑсталӑхне ялти культура ҫурчĕсенче спектакль выляса халӑха тĕлĕнтерчĕҫ.

Ҫак кун Хирпуҫ ялĕнче Элĕк районĕн Татмӑш халӑх театрĕ Н.Сидоров ҫырнӑ «Шӑмат кун каҫхине» камите, Чӑрӑш Шĕнер ялĕнче Канаш районĕнчи Вӑрман Енĕшсем «Хĕрĕме калам, кинĕм илттĕр» камите, Ҫĕрпел тӑрӑхĕнче Ҫĕне Шупашкарти «Химик» культура керменĕн халӑх театрĕ «Тӑватӑ туй» спектакле, Ярмушкара Муркаш районĕнчи Кашмаш халӑх театрĕ Н.Сидоров ҫырнӑ «Пуса каччи» спектакле, Чӑрӑш Хирлепсем Шупашкар районĕнчи Абаш ялĕнчи халӑх театрĕ Н.Угарин ҫырнӑ «Юнланнӑ пĕркенчĕк» драмӑна, Маньял Хапӑс клубĕнче Тӑвайри халӑх театрĕ Ирина Антонова ҫырнӑ «Ӑслӑ арӑм» камите, Уйкас Кибек тӑрахĕнче Муркаш районĕнчи Оринино халӑх театрĕ А.Ларченкова ҫырнӑ «Ҫĕмĕрт каллех ҫеҫкере» спектакле, Кюстюмерсене Тӑвай районĕнчи Енĕш Нӑрвашсем Николай Айзман ҫырнӑ «Шиклĕ шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ» камите, Мӑн Явӑшра Шупашкар районĕнчи Катĕркассин халӑх театрĕ Н.Сидоров ҫырнӑ «Шӑмат кун каҫхине» камите, Аҫӑмҫырмасене Етĕрне районĕнчи Асламас ялĕнчен килнĕ артистсем Анатолий Чебанов ҫырнӑ «Вĕлтĕрен кайӑкĕ» спектакле, Санарпуҫĕнче Комсомольскинчи культура ҫурчĕн халӑх театрĕ Николай Угарин ҫырнӑ «Улька кинĕн виҫĕ кинĕ» камите, Кӑкшӑмра Шупашкар хулинчи Хузангай ячĕллĕ культура керменĕнчи халӑх театрĕ Н.Угарин ҫырнӑ «Улькка кинĕн виҫĕ кинĕ» камите катартрĕҫ.

Халӑхран тухнӑ артистсем пурте хӑйсене шанса панӑ рольсене тӑрӑшса выляса халӑх патне илсе ҫитерчĕҫ. Пĕрисем макӑртрĕҫ,теприсем хырӑм хытса лармаллах култарчĕҫ.

Каҫхине вара районти культура ҫурчĕн сцени ҫинче хӑйсен пултарулӑхне тепĕр хут кӑтартрĕҫ.

 

Фото С.Чикмяковой.

Вурнарский МО Чувашской Республики

Первоисточник: МБУК "Централизованная клубная система Вурнарского района"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика