Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярмушка ял тăрăхĕнчи «Шурăмпуҫ» фольклор халăх ушкăнĕ Пушкăрт республикинчи Пелепей районĕнчи «Сабантуй – 2017» уява ҫитсе килнĕ.

10:17 14 июня 2017 г.

2017 ҫулхи ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ярмушкари «Шурăмпуҫ» фольклор халăх ушкăнĕ Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчи «Сабантуй – 2017» уява Чăваш Республикинчен кайма тивĕҫнĕ. Вун виҫĕ ҫынран йĕркеленнĕ ушкăн палăртнă кун Белебей хулине ҫитсе чăвашсен илемлĕ ҫи-пуҫĕпе, юрри-ташшипе куракансене савăнтарнă. Ярмушкасем юрланă чăваш юррисем уява пуҫтарăннă чăвашсен чунĕсене тыткăнланă, куҫҫулĕ те кăларнă. Аякран килсе ҫитнĕ хăнасене пушкăрт чăвашĕсем кăмăллăн кĕтсе илнĕ, вырăнти апат-ҫимĕҫпе сăйланă. Пирĕн ентеш, Хурапыр Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўснĕ, Пушкăрт тăрăхĕнче пурăнакан Владимир Матвеевич Яковлев пĕлĕшсене хисеплĕн йышăннă. Уяв программи вĕҫленнĕ хыҫҫăн  хăнасем валли экскурси йĕркеленĕ, вырăнти культурăпа паллаштарнă. Ухсай Яковĕн вилтăпри, палăкĕ умĕнче пулнă. Слакпуҫĕнчи Константин Иванов палакĕ, музей ҫурчĕ умĕнче, «Нарспи» поэмăри ҫўллĕ валак патĕнче, ватă йăмра ешернĕ вырăнта пулса асăнмалăх сăн ўкерттернĕ.  

Инҫе ҫула кайса килме пулăшу панашăн "Шурăмпуҫ» фольклор халăх ушкăнне ҫўрекенсем Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорне Владимир Васильевич Свешникова, район пуҫлăхне Геннадий Петрович Спиридонова, «Шанăҫ» магазин ертўҫине Николай Тельманович Петрова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне Сергей Владимирович Павлова, Ярмушка ял тăрăхĕнче сĕт пуҫтаракан Федор Захарова чĕререн ăшă сăмахсем калаҫҫĕ, ĕҫре ăнăҫу, сывлăх сунаҫҫĕ. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика