Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Такӑр ҫул сире, шкултан вӗренсе тухакансем!

15:03 24 мая 2017 г.

             2017–мĕш ҫулхи ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ярмушкари  вăтам шкулпа 5 хĕрпе 5 каччă юлашки шăнкăрав сассипе сыв пуллашрĕҫ. Кивĕ йăла-йĕркепе хĕрсем шкул тум-тирне тăхăнчĕҫ, шурă бантсемпе ҫўҫĕсене пуҫтарчĕҫ. Арҫын ачасем те уява шурă кĕпе тăхăнса пычĕҫ. Умра экзаменсем, алла аттестат илсе пурнăҫăн анлă ҫулĕ ҫине тухмалли ҫутă ĕмĕтсем.

            Ярмушка вăтам шкул директорĕ Георгий Геннадьевич Сорокин, ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров, Вăрнар район  администрацийĕн представителĕ, ҫĕр хутшăнăвĕсен пай пуҫлăхĕн ҫумĕ Вячеслав Николаевич Алексеев, нумай ҫул хушши вăтам шкул директорĕнче тимленĕ Евгений Павлович Фролов, пĕрремĕш класс руководителĕ пулнă Людмила Петровна Фролова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Лариса Димитриевна Илларионова, класс руководителĕ Светлана Васильевна Леонтьева ачасене саламласа ăшă та ырă сăмахсем каларĕҫ, экзаменсене ăнăҫлă тытса тĕрĕс ҫул суйлама телей сунчĕҫ.

            Юлашки шăнкăрав тăххăрмĕш  класран вĕренсе тухакан тăватă хĕрпе тăхăр каччăшăн та янăрарĕ. Вĕсене те пĕрремĕш класа кĕтсе илнĕ Алина Геннадьевна Петрова, класс ертўҫи Марина Николаевна Перепелкина саламларĕҫ. Пурнăҫра ҫирĕп кăмăллă, лартнă умри тĕллев патне хăюллăн утма, пĕлĕве малалла тăсса алла вĕренни ҫинчен ҫирĕплетекен документ илме сунчĕҫ.

Вĕренўре, спортра маттурисене хисеп грамотисемпе чысларĕҫ. Шкулпа сыв пуллашакансене пĕрремĕш класра вĕренекенсем савăсем, юрăсем юрласа саламларĕҫ, чĕрĕ чечексем парнелерĕҫ.

Икĕ хутчен янăрарĕ паян юлашки шăнкăрав. Пĕрремĕш шăнкăравĕ тăххăрмĕш, иккĕмĕшĕ вара вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн янăрарĕ. Вĕренекенсем умĕнче шăнкăрава шăнкăртаттарма пĕрремĕш класри Степан Васильев, Татьяна Тимофеева, шкултан вĕренсе тухакан Сильвеста Семенова, Никита Илларионов вĕренекенсем тивĕҫлĕ пулчĕҫ.

Шкул пӗтерекенсем те хӑйсен юррӑ-ташшипе уява илемлетрӗҫ, вӗсем те тӑван шкула, вӗрентекенсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Йӑла-йӗрке тӑрӑх шкул вӗренсе тухакансем тӳпене тӗрлĕ-тӗслӗ сывлӑш шарӗсем вӗҫтерчӗҫ.

Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем, шкулпа сыв пуллашакансем асăнмалăх сăн ўкерттерчĕҫ. Ăсату уявне Любовь Вениаминовна Максимова йĕркелесе ертсе пычĕ.

Юлашки шӑнкӑрав уявне ирттернӗ хыҫҫӑн малалла шкул пӗтерекенсен пӗрлехи патшалӑх экзаменĕсене тӗрӗс-тӗкел тытмалла. Такӑр ҫул пултӑр, шкултан вӗренсе тухакансем!

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика