Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫурхи ăшă ҫанталăк ял тăрăхĕнчи пур халăха пуҫтарчĕ вăрҫăра пуҫӗсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк ҫывăхне

14:26 09 мая 2017 г.

2017 ҫулхи ҫу уйăхӗн 9-мӗшӗнче Ярмушкари вăтам шкулта вĕренекенсем палăк умне  парадпа утса ҫитрĕҫ. Салтак палăк умне чечек кăшăлĕсем хучӗҫ.  10 сехетре митинга ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров уҫрӗ. Ӗҫпе вăрҫă ветеранӗсене, хăнасене, ял ҫыннисене пурне те уяв кунӗ ячӗпе  саламларӗ, уяв программипе паллаштарчӗ, вăрҫăра пуҫӗсене хунă салтаксене асăнса пӗр минут шăп тăма ыйтрӗ, ветерансемпе пӗрле палăк умне чечек кăшăлĕсем хучӗҫ.

Ярмушкари вăтам шкул директорĕн ҫумĕ Алексей Геннадьевич Петров уяв ячĕпе саламларĕ, шкул пурнăҫĕпе паллаштарчĕ, вĕренекенсене командăпа утса иртме ирĕк пачĕ.

Вăрнар район администрацин ҫĕр хутшăнăвĕсен пай пуҫлăхĕн ҫумĕ Вячеслав Николаевич Алекеев, ветерансен Совет председателӗ Геннадий Илларионович Сорокин та уяв кунӗ ячӗпе саламларӗҫ, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнмалли ҫинчен асăнса хăварчӗҫ.

Концерт программине Ярмушкари вăтам шкулта вĕрентекенсен ушкăнĕ уҫрĕ. Шкул ачисен, «Хаваслă культработниксем», «Утмăлтурат» ушкăнне ҫўрекенсен программинче те вăрҫă ҫинчен юрă – ташă пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе пĕрремĕш клас ачисем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕҫ. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă ҫупса тав турĕҫ.  Эвелина Отрыванова сăвă каларĕ, Любовь Максимова вăрҫа сивлесе юрларӗ.

Концерт программи вӗҫленнӗ хыҫҫăн ветерансене сӗтел хушшине чӗнчӗҫ.

Спорта юратакансем йăлана кӗнӗ ăмăртăва хатӗрленчӗҫ. Палăртнă ҫулпа чупăва тухрӗҫ. Ҫамрăкраххисем Мăн Элмен – Ярмушка, аслăраххисем Ярмушка - Мăн Элмен – Ярмушка ялӗсенчи палăксен умӗнчен старта тухрӗҫ. Спорт ăмăртăвне хутшăнакансем ҫулран - ҫулах йышланса, ҫамрăкланса пыраҫҫӗ.

Маттуррисем, хастаррисем Чăваш Республикинчи халăха спорта явăҫтаракан "Гвардеец" пӗрлешȳ членӗсен парнисене тивӗҫрӗҫ. 

Пурте пӗрле тăрса асăнмалăх сăн ȳкерттерчӗҫ.

Ярмушка ял администрацинче тимлекен специалистсем шȳрпе ҫиме кăмăл тăвакансене вӗри шȳрпепе хăналарӗҫ.

Хаваслă юрă-кĕвĕ, илемлӗ вӗлкӗшекен терлӗ тӗслӗ ялавсем, тавралăхри тирпей-илем хăнасен кăмăлне кайрӗ.

Ҫак уява йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн ял тăрăхӗнчи ҫынсене пурне те администраци тав сăмахӗ калать, малалла та килӗштерсе, пӗрне-пӗри хисеплесе пӗрле ӗҫлесе пырасса шанать. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика