Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Любовь Ивановна Ивановăна 95 ҫулхи юбилейпе ăшшăн саламларĕҫ

11:04 13 марта 2017 г.

 Иванова Любовь Ивановна 1922–мĕш ҫулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Кивъял ялĕнче ҫуралнă. Юнашар Хăмăш ялĕнчи шкулта ăс пухнă. Тăрăшуллă хĕрача вунă ҫул шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Кĕҫĕн Кипекри вăтам шкулта вĕренсе тухса алла аттестат илсен, Нурăсра райком партинче пичет ĕҫне йĕркелесе пынă. Тăван ҫĕршыв ҫине фашистла Германи тапăнсан Любовь Ивановнăна вăрҫа кайма повестка параҫҫĕ. Вĕреннĕ ҫынсем тылра та кирлĕ пулнă. Ăна вара райком партинчех хăвараҫҫĕ. Вăй питти арҫынсене вăрҫа ăсатсан йывăр ĕҫ хĕрсем, хĕрарăмсем ҫине тиеннĕ. Ҫамрăк хĕр аслисемпе пĕрле суха сухаланă, тырă вырнă, йĕтем ҫинче тырă ҫапнă. Хĕллехи вăрăм каҫсенче кĕнчеле арланă, ҫипсем пĕтĕрсе чăлха-алсиш ҫыхса фронта ăсатнă, Ҫĕнтерӱ кунне ҫывхартма пулӑшнӑ.  

1938-мĕш ҫулта салтака кайса 1946-мĕш ҫулта вăрҫăран паттăррăн ҫапăҫса таврăннă вăрҫă инваличĕпе, Александров Андрей Александровичпа  пĕрне-пĕри килĕштерсе ҫемье ҫавăрса виҫĕ ывăла кун ҫути парнелеҫҫĕ. Вăрҫăран таврăннă Андрей Александрович Нурăсри райком парти секретарĕн ҫумĕ пулса ĕҫлет. Кĕҫех ăна Кивҫурт-Мăратпа Авшак Элъмен ял ҫыннисем йĕркеленĕ «Хĕрлĕ ҫăлтăр»  ял-хуҫалăх артелĕн  председательне ĕҫлеме яраҫҫĕ. Хуҫалăха ҫирĕп тытса пырать, ура ҫине тăратать.

 Анчах та, кĕтмен инкек ҫемьене арҫын тĕрекĕсĕр хăварать.  Виҫĕ пĕчĕк ачапа юлать Любовь Ивановна. Пурнăҫра ҫăмăл ҫул шырамасть виҫĕ ача амăшĕ, вĕсене пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларассишĕн тăрăшать, кил-ҫуртне те юхăнтармасть. Виҫĕ ывăлне те вĕрентсе аслă пĕлў илме пулăшать.

1954 -1977 ҫулсенче пĕр улшăнмасăр 23 ҫул Ярмушка ял советĕнче секретарте ĕҫлет. Ĕҫчен те сăпайлă, кирек епле ҫынпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлекен секретаре пурте хисеплеҫҫĕ. Ун ырă кăмăлне, ăста специалист пулнине паянхи кун та асăнаҫҫĕ.

Кивҫурт-Мăрат ял ҫыннисем те ун ҫинчен ыррине ҫеҫ калаҫҫĕ. Любовь Ивановна 86 ҫула ҫитиччен килте ĕне усранă. Ĕни те 19 ҫул хушши ҫемьене юр-вартан тивĕҫтерсех тăнă. Хур-кăвакал та ытти выльăхсем те усранă чăваш хĕрарăмĕ.

Мăшăрĕ ҫамрăклах уйрăлса кайсан пĕрре те ҫăмăл пулман ăна. Ачисем юнашар пулнăран йывăрлăха ҫĕнтерме ҫăмăлрах пулнă. Чун канăҫне ĕҫре тупнă. 

Хăйне телейлӗ туять Любовь Ивановна, пӗччен мар вăл ватлăх кунӗсенче. Тăван ывăлĕпе кинĕ ăна пӗчӗк ачана пăхнă пек пăхаҫҫĕ. Ҫавăнпа ӗнтӗ ватă ҫыннăн кун-ҫулӗ те вăрăм. Ывăлĕсем, кинĕсем, мăнукĕсем, кĕҫĕн мăнукĕсем (вĕсем вунпĕрĕн) килсех ҫўреҫҫĕ асламăшĕ патне.

Хисеплĕ Любовь Ивановна Ивановăна, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, ҫуралнă кун ячĕпе  Вăрнар район администрацийĕн пуҫлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев, Ярмушка ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров килне ҫитсе саламларӗҫ, Раҫҫей Президенчӗн, Чăваш Республика пуҫлăхӗн ҫырăвне вуласа пачӗҫ, ăшă сăмахсем каларӗҫ, пĕчĕк парне пачĕҫ тата та нумай ҫул хушши пурăнма сывлăх сунчӗҫ. 

Вурнарский МО Чувашской Республики

Первоисточник: Ермошкинское сельское поселение

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика