Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эх, Çăварни!

14:36 26 февраля 2017 г.

Эх, Çăварни , Çăварни!

Ҫăвар тулли икерчи,

Кĕсье тулли пĕремĕк

Ма  Çăварни теес мар!

 

Çăварни  уявĕ ĕлĕкренпех пырать. Çак вăхăтра хĕллепе çуркунне тĕл пулаççĕ, тавлашаççĕ, вăй виçеççе,  урăхла каласан, кĕрĕкпе сăхман тĕл пулаççĕ. Çăварни тени, тепĕр майлă, «çу эрни», «хĕле ăсатни, çуркуннене кĕтни».

Çăварни эрнинчи кашни кунăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур: тунтикун – тăвансем, тус-йышсем  пĕр-пĕринпе тĕл пулнă, хĕвел питлĕ икерчĕпе  чей ĕçнĕ; ытларикун – хуйхă-суйхă çинчен манса кайса вылянă, кулнă;  юнкунпа кĕçнерникун  кашни килтех  тутлă  апат – çимĕç пĕçерсе çинĕ, тăвансем пĕр-пĕрин патне  хăнана çÿренĕ;  эрнекун вара çамрăк мăшăрсен упăшкисем  арăмĕсен  амăшĕсене хăйсем патне хăнана чĕнсе  икерчĕпе сăйланă, юрама тăрăшнă; шăматкун хĕр-пултăрсем  пĕрле пухăнса икерчĕ, кукăль пĕçерсе çинĕ, юрăсем юрланă; вырсарникун-кĕçĕн Çăварни, ялĕпех хĕле ăсатнă, ача-пăча катаччи  чупнă.

Авалтан килекен йăлапа  Хирпуç ялĕнче уяв иртрĕ.   Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Терентьев В.Н., ҫар учет инспекторĕ Голубцова Е.П.. пуçтарăннă çынсене саламларĕç.  Хирпуҫĕнчи пултаруллăх ушкăнĕ ҫуркуннене халалланă юрăсем янăратрĕ, куракансене  ташăсемпе савăнтарчĕç. Хамăр ял каччисем Антонов С.В. тата Васильев А.В илемлĕ  юрăсем парнелерĕҫ.  Кӳршĕ  Уравăш ялĕнчен килнĕ хăнасем уяв юррисем шăрантарчĕҫ. Малалла ачасем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Вăйăсен шучĕ чылай:  михĕпе сиксе ăмăртасси, автансен  çапăçăвĕ, «ҫăпата» вăййи, канат туртасси, икерчĕ çиесси, шашка-шахмат тата ытти те.   Кашни вăйă  çĕнтерÿçисене вырăнтах  тутлă пылак- çимĕç парса чысларĕç. Пурне те вĕри чейпе тата тутлă икерчĕпе сăйларĕç.

      Улăмран туса хатĕрленĕ Çăварни карчăкне çунтарса  усал-тĕселсене ялтан хăваларăмăр.

     Чир-чĕр кайтăр! Сывлăха пултăр!

     Ватти-вĕтти савăнать,

     Пĕтĕм чиртен сывалать .

     Юрлар, ташлар, йăл кулар,

     Çуркуннене саламлар!

Хирпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика