Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хамăр ентешĕн, Алексей Иванов - паттăр салтакăн ятне яланах асра тытатпăр

16:10 03 февраля 2017 г.

Кăрлачăн  23-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 23-мĕшĕччен Туçи Çармăс ялĕнчи шкулта Сыхлăхпа хÿтлĕх тата спорт енĕпе ирттерекен массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пырать.  Çак хушăра  шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Кăрлачăн 31-мĕшĕнче ирттернĕ мероприяти ачасемшĕн уйрăмах асăмра юлчĕ. Çак мероприятие хамăр ентеше, Кивсăрьелте çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройне - Алексей Иванович Иванова - халалларĕç. Ăна вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Волкова Т. Г. ертсе пычĕ. Алесей Иванов çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Кам-ха  вăл Совет Союзĕн Герой ятне тивĕçнĕ, йывăр сурансене пула вăхăтсăр  куçне хупнă çамрăк салтак?

Алексей Ивановăн ача чухнехи пурнăçĕ çинчен унăн шăллĕ Николай Иванов çырса хăварнă çырăвĕнчен пĕлтĕмĕр. «Туçи Çармăсри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен 7 çул вĕренсе тухсан пичче тепĕр çул Ямаш шкулне çÿренĕ. Ун хыççăн Вăрнарти зооветтехникума вĕренме кĕчĕ. Вăл вĕреннĕ вăхăтра – 1939 çулта анне йывăр чирлесе выртнă хыççăн вилсе кайрĕ. Пĕри тепринчен пĕчĕкрех ачасене Марье аппа пăхса пурăнчĕ. Атте те чире пула нумай пурăнаймарĕ. Çемьере ĕçлекенсем çук, йыш пур. Вăрçă пуçланнă çулсенче колхоз уйне шăннă çĕрулми  пуçтарма та çÿренĕ. Вĕренме хут, кĕнеке çукчĕ.

Зоотехник пулса Алексей практикăра хамăр районти Мăрат енчи пĕр колхозра ĕçлерĕ. Хăй юратнă специальноçпе çамрăк вăй-халпа тем пекех хаваспа ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ. Тăван çĕршыв умне хăрушлăх  килсе тухсан, ытти çамрăксем пекех, фронта ăсатрăмăр. Çырусем çыратчĕ. Кашнинчех пĕр евĕрлех: «Маншăн ан кулянăр. Эпĕ малти позицинче. Тăван  çĕршывшăн, сирĕншĕн çапăçатăп. Сывă пулăр!».

Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Иванов Сталинград патĕнчи çапăçусенче малтан оруди  наводчикĕ, каярах оруди командирĕ пулса çапăçнă. Темиçе хутчен те вилĕме хирĕç куçа-куçăн тăнă. 507-мĕш артиллери полкĕн батарея комсоргĕ пулнă чăваш каччи салтаксене çапăçусенче хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарнă.

1945 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче 5-мĕш ударлă Арми Берзарин генерал (Берлин хулин çĕнтерÿ хыççăнхи пĕрремĕш коменданчĕ пулнă) ертсе пынипе Висла шывĕ урлă каçса тăшман оборонине çĕмĕрсе тăкнă. Малалла кайнă. Çĕнтерсе илнине çирĕплетсе хăварма тата малалла кайса чи пысăк коммуникации пункчĕсене пырса çапма çар отрячĕ йĕркеленĕ. Отряд тăшмана çав тери вăйлă хăватпа пырса çапса Германи çĕрĕ тăрăх малалла кайнă, чылай хуласене ирĕке кăларнă. Январĕн 31-мĕшĕнче ирхине Одер шывĕ хĕрне тухнă, каçмалли вырăна сыхлакан тăшмансене пĕтерсе тăкса, часах ун урлă каçнă. Плацдарм йышăннă, ăна малалла анлăлатса пынă. Анчах та тăшман мĕнпур вăйпа хирĕç тăнă.  Пĕр кун хушшинче 11-12 хутчен контратакăна кĕнĕ. Кашнинчех пирĕн отряд вĕсене сирсе янă. Февралĕн 1-3 мĕшĕсенче ку вырăнта хаяр çапăçусем пынă.  Çав çапăçура Алексей Иванов йывăр аманать. Ăна госпитале ăсатнă.

Ентеше пысăк ята пама хăй чĕрĕ чухнех тăратнă. Асăннă хаяр çапăçусем хыççăн унăн награда хучĕ çине аслă командирсем «Герой пулма тивĕçлĕ» тесе çырса алă пуснă. 1945 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче вара  Алексей Иванова Совет Союзĕн Геройĕ ятне парасси çинчен Указ тухнă. Ентеш çапăçнă полк тухтăрĕ пĕлтернĕ тăрăх, аманнă хыççăн салтака госпитале ăсатнă. Унта вăл апрель пуçламăшĕнче вилсе кайнă.

Хамăр ентеше Алексей Иванов ятне  яланах асра тытатпăр, сума сăватпăр. Ăна хисеплесе Тăван  ялĕнче, Кивсăрьелĕнче,  палăк лартнă. Паттăр вĕреннĕ шкул стени çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Туçи Çармăсри ачасен  организацийĕ те  ентеш-герой ячĕпе хисепленет. Кашни çул, Совет Союзĕн Геройĕ çуралнă кун, иккĕмĕш класра вĕренекенсене  ачасен пĕрлешĕвне  илеççĕ.  Шкул музейĕнче те   Совет Союзĕн Геройне халалласа ятарлă кĕтес уйăрнă. Ун çинчен тĕрлĕ материалсем пухнă çĕре  биологипе географи урокĕсене вĕрентнĕ (халĕ тивĕçлĕ канура) Сергеева Надежда Михайловнăн тÿпи пысăк. 

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Малояушская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика