Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкартан дипломпа таврăннă

11:21 30 января 2017 г.

Кăрлач уйăхĕн 28 - мĕшĕнче, Шупашкарти Трактăр тăвакансен керменĕнче, регионсен хушшинчи виҫҫĕмĕш хут иртекен «Иксĕлми ҫăлкуҫсем» радиоконкурс иртрĕ.  Ҫав уява Ярмушка ял тăрăхĕнчи ветерансен «Утмăлтурат» ушкăнĕ «Ҫăкăр пиҫнĕ» юрăпа хутшăнчĕ (ертўҫи – Галина Лаврова). Унтан вĕсем хăй евĕрлĕхшĕн номинацинчи диплома тата хаклă парнесем илсе ҫĕкленўллĕ кăмăлпа таврăннă. Малалла та хаваслă кăмăлпа ҫўреме ĕмĕтленеҫҫĕ.  

«Ҫăкăр пиҫнĕ» юрăри сăмахсем тăванлăх туйăмне ҫывăхлатма, пĕрлештерме вĕрентеҫҫĕ. Авалхи вырăнти ҫи-пуҫ, юрă кĕввине илемлĕ юрлани уява пухăннисен кăмăлне хускатрĕ. «Утмăлтурат» ушкăнне ҫўрекенсем сцена ҫинчен кĕрсен те тăвăллăн алă ҫупрĕҫ.

Ҫак ушкăна ҫўрекенсем гала-концерта чĕнекенсене тата районти культура ĕҫченĕсене транспортпа тивĕҫтернĕшĕн,  водителе Эндеров Андрей Леонидовича тимлĕ пулнăшăн, тав тăваҫҫĕ.   

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика