Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сăваплă ĕç ырăпа таврăнĕ

00:00 24 мая 2003 г.

Ăнăçлă мар, йышлă çемьесенчи, тăлăх, инвалид ачасене пулăшас тĕллевпе «Ырă тума васкăр» марафон пуçланни пирки пĕлтернĕччĕ. Пĕрремĕш кунсенчех пĕчĕк чунсен хуйхине, нушине ăнланса пулăшу алли тăсакансем тупăнчĕç. Вăрнарти «Сервис» пĕрлешÿллĕ общество (ертÿçи М.Н.Яковлева) 650 тенкĕлĕх кĕпе-тумтир çĕлесе панă. Калининăри çул-йĕрпе юсав тата строительство участокĕ (А.Н.Иванов) ятарлă счет çине пĕр пин тенкĕ куçарнă. Уйрăм çынсем те ачкра юлмаççĕ, район администрацийĕн фойинче ятарласа вырнаçтарнă «пулăшу ещĕкне» укçа-тенкĕ хураççĕ. Акă, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ĕçлекен Нина Арсентьевна Яранцева йывăр шăпаллă ачасемшĕн 500 тенкĕ хĕрхенмен. Сăваплă ĕç ырăпа таврăнать. Инкеке лекнĕ ачасене районта пурăнакан-ĕçлекен кашни çын пулăшма тивĕç. Ним айăпсăр чунсем хăйсем ыттисемпе пĕр тан иккенне, юнашар ырă чĕреллĕ çынсем пуррине туйччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика