Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пулăшупа кăмăллă юлнă

00:00 24 мая 2003 г.

Калининăри вăтам шкулта ачасене тĕрĕс воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта аслă ăрури çынсене хисеплеме вĕрентеççĕ, вĕсене шефла пулăшу параççĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче, çуркуннепе ĕç уявĕнче, Калининăри шкулта аслă классенче вĕренекенсем ватă çынсене пулăшма васканă, анкарти-пахчасене тирпейленĕ* çĕр алтнă тата ытти те. Молодежнăй урамра пурăнакан Иван Михайлович Михайлов сакăрвунна çывхаракан вăрçă инваличĕ ачасен пулăшăвĕпе питĕ кăмăллă юлнă. 10-мĕш класра вĕренекен Андрей Андреев, 9-мĕш класри Дима Трофимовпа Денис Константинов тата Саша Горшков (8-мĕш «в» класс) ватă çыннăн анкартине тислĕк тăкса панă, çĕр чавнă. Çавăн пекех çĕрулми лартнă И.Михайловпа мăшăрĕ хăйсене пулăшнăшăн ачасене тата шкул администрацине чĕререн тав тăваççĕ, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма ăнăçу сунаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика