Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 45 çул пĕрле – юратупа килĕшӱре

08:13 08 июля 2016 г.

Ҫемье — этемлӗх тытӑмӗ, ҫынлӑх сӑпки, шанчӑклӑх тата тымарлӑх. Кашни ҫыншӑн ҫемье ҫавӑрни, халӑх ҫинче ӗретлӗ пулни, пурнăçра мӗн тери пысӑк вырăн йышăннине пурте ӑнланатпӑр. Пӗрле алла-аллӑн 45, 50, 55 ҫул пурӑнса ирттерекеннисем вара ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн телейлисемех ӗнтӗ.

Нумаях пулмасть Çавалкас  ялĕнче пурăнакан Любовь Герасимовнăпа Дмитрий Ильич Петровсем çемье чăмăртанăранпа 45 çул çитнĕ май салам сăмахĕсем  йышăннчĕç. Хăй вăхăтĕнче вĕсем иккĕшĕ те тăван колхозра  тăрăшнă: Любовь Герасимовна хуçалăхăн тĕрлĕ ĕçĕсене хутшăннă, дояркăра тимленĕ.  Дмитрий Ильич, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, тракторист, сварщик пулса ĕçленĕ. Ĕçре пысăк çитĕнӱсем тунăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ.  Çав хушăрах хисеплĕ мăшăр виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ỹстерсе çын тунă. Халĕ вĕсене 14 мăнукĕ савăнтарать. Каласа хăварас пулать, аслă хĕрĕн, Наталья Дмитриевнăн, 9 ача. Вăл Аçăмçырми ял тăрăхĕнче пурăнать. Тухтăр профессине алла илнĕскер, ачасене сывă та тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн мăшăрĕпе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Çур ĕмĕр е тата ытларах пĕрле пурăнакан упăшкипе арăмĕ ыр сăмаха тивĕç. Çемье çавăрса, ачасене ÿстерсе тĕрĕс-тĕкел пĕрле пурăнма çăмăлах мар. Йĕркеллĕ пурăнас тесен кирлĕ вăхăтра сăмах чĕнес çуккине, е чĕнмеллине те пĕлмелле, ăнланмалла, каçармалла. Малтанах ку пĕр-пĕрне хисепленинчен пуçланать пулĕ. Çакâнтан чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх çуралать те.   Любовь Герасимовнăпа Дмитрий Ильич  Петровсене тата нумай çул пĕр-пĕрне пăхса, упраса, пулăшса пыма ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ывăлĕсемпе хĕрĕсен, мăнукĕсен пархатарне курса пурăнмалла пултăр.

 

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика