Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çавалкас ял тăрăхĕнче Акатуй кĕрлерĕ

11:47 29 мая 2016 г.

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Çавалкас ял тăрăхĕнче Акатуй кĕрлерĕ. Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ĕçченĕсем ака-суха пӗтнине уявларĕç. Кaпӑp тумлӑ халӑх Çавалкас ялĕ ҫумӗнчи ешӗл вӑрмана  пухӑнчӗ. Уява пурте пӗрле тӑван халӑхӑмӑрӑн гимнĕпе - «Алран кайми аки-сухи» юрăпа уçрĕç. Çав вăхăтрах уява килнисене çăкăрпа, чăваш сăрипе хăналарĕç. Ун хыççăн Çавалкасри культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» ушкăн уяв программине малалла тăсрĕ. Пуçтарăннă халăха алӑран тытса, юрӑ шӑрантарса уяв уҫланкине пуçтарчĕç.

    Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра  ĕçлекенсене саламлама Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял-хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Анатольевич Горбунов, кӱршĕре вырнаçнă «Мураты» кооператив ертӱçи Юрий Петрович Спиридонов, Çавалкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Петровна Углова  хутшăнчĕç. Вячеслав Горбунов  Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсене уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламларĕ. Ĕç çыннин çулталăкне çирĕп вăй-халпа ирттерме, акнă тыр-пула вăхăтра пухса кĕртсе пысăк тупăш илме çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Ытти саламлакансем те тăрăшса ӗҫлекен халӑх пирки сахал мар ырӑ сӑмах каларĕç.

    «Хуçи мĕнле- тарçи çапла» - тенĕ ваттисем. Çак каларăша пăхăнса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ хуçалăхра ĕçлекенсем. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Вăрнар район пуçлăхĕ Валерий Филиппович Шумилов нумай çул Карл Маркс хуçалăх тилхепине ăнăçлă тытса пырать. Кашни çыннăн кăмăл-туйĕмне пĕлсе, тĕрĕс çул суйласа илсе ĕçлесе пыни, тухăçлă ĕçлесе пыма пулăшать те ĕнтĕ ăна.

 Уявра тăрăшса ĕçлекен механизаторсене, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене  чысларĕç. Спорт мероприятийĕсенче те чылаййӑн хутшӑнчĕç, мала тухнисем парнесемсĕр юлмарĕç.

Малалла вара уявăн савăнăçлă пайĕ пуçланчĕ. Концерта Стас Владимиров  тата «Хурăнташ» ушкăн   тăсрĕç. Вĕсем пурне те чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Уява килнисем артистсемпе пĕрле хаваспах ташласа, юрласа савăнчĕç. Хуçалăх ертӱçине Валерий Филиппович Шумилова çакăн пек чаплă уяв туса парса, мĕнпур халăха пĕрле пуçтарса савăнтарнăшăн чунтан тав турĕç. 

 

 

 

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика