Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярмушкари вăтам шкулта Лиана Григорьевăн «Таймапуҫ сире, атте-анне» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.

13:59 26 апреля 2016 г.

    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче мĕнпур чăваш халăхĕ Чăваш чĕлхи кунне тата паллă ăсчах Иван Яковлевич çуралнăранпа 168 çул çитнине паллă тăвать. И. Я. Яковлев – чăваш çырулăхне пуçарса яраканĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр. Иван Яковлевич Яковлев çул уçса панă чăваш чĕлхи те яланах янраса тăтăр!

        Ҫав кун, тăван чĕлхене, анне чĕлхине сума суса Ярмушкари вăтам шкулта, Лиана Григорьевăн «Таймапуҫ сире, атте-анне»  кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.

      Чăваш чĕлхин кунне, Ярмушкари ветерансенчен йĕркеленнĕ «Утмăлтурат» ушкăн «Тăван ҫĕр-шыв ҫинчен ялан юрлать чĕре» юрăпа пуҫларĕ. Ярмушкари шкулта нумай ҫул хушши вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, ĕҫ ветеранĕ, Александр Иванович Немилов пурне те чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе саламларĕ. Лиана ята сăнарласа ҫырнă сăвва вуласа пачĕ. Сăвăҫа малалла та ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ сăвăсем ҫырма ăнăҫу сунчĕ.

     Лиана Родионовна,  ачалăхран пуҫласа паянхи кунчченхи пурнăҫне сăнланă сăн ўкерчĕксен куравне хатĕрленĕ. Шкул ачисем, учительсем, хăнасем умĕнче  хăйĕн пурнăҫĕпе паллаштарчĕ. Ҫавăн пекех хăй ҫырнă сăввисене те каларĕ. Ҫак уява шкулта тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чăваш чĕлхи учителĕ Валентина Анатольевна Ильина кĕнекери сăвăсене анне, ҫут ҫанталăк, вăрҫă темисемпе шкул ачисене уйăрса панă. Сăвă калакансем чăваш чĕлхине юратнине, хисепленине кăтартрĕҫ. Вĕсем хăйсене шанса панă сăвăсене сцена ҫине тухса куракансем умĕнче илемлĕн каларĕҫ. Уйрăмах аннепе ҫыхăннă сăвăсене каланă чух куракансен куҫĕсем шывланчĕҫ.

    Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров Лиана Григорьева тĕп специалистра нумай ҫул хушши ĕҫленине, хăйне шанса панă ĕҫе тимлĕ, вăхăтра пурнăҫланине пĕлтерчĕ. Ял ҫыннисем ун ĕҫĕсемпе кăмăллă пулнине асăнчĕ. Литературăра малалла та ăнăҫусем сунса хăварчĕ.  

    Ентешне саламлама Кивĕ Шуртан ялĕнче ҫуралса ўснĕ, тĕп больницăра нумай ҫул хушши врачра тимлекен, Петр Константинович Михайлов, нумай ҫул хушши шкулта вĕрентекен Юрий Анатольевич Никифоров та ҫитрĕҫ. Вĕсем анчах ҫуралнă сăвăҫа литературăра ăнăҫу сунчĕҫ. Вĕсен тăван ялĕнче пултаруллă хĕрача ҫуралса ўссе, ҫынсене чуна тивмелле сăвăсем ҫырнăшăн мăнаҫланнине, уншăн савăннине пĕлтерчĕҫ.  

    Альбина Дмитриевна Фомина, Ольга Геннадьевна Куликова та ун пултаруллăхĕ ҫинчен каларĕҫ. Литературăра малалла та ҫĕнĕ сăвăсем, ҫĕнĕ шухăшсем ҫырасса шаннине пĕлтерчĕҫ.

    Пĕрле ĕҫлекен Валентина Маркова, кĕнекери сăвăсем килĕшнине тата ăна халалланă сăвă йĕркисене каларĕ, «Самана» юрăпа саламларĕ. 

    Пуканкасси ялĕнчи «Чашма»  фольклор халăх ушкăнне пĕрле ҫўренĕ хĕрарăмсем, вăл ҫырнă сăвăн сăмахĕсемпе йĕркеленĕ юрăпа, ташăпа саламларĕҫ. 

    Ĕҫ ветеранĕ, Геннадий Илларионович Сорокин, хăйĕн сăмахĕнче уйрăмах ҫакăн пек тĕл пулусем час-часах пулса иртмеллине асăнчĕ. Шкул ачисене пултаруллă ҫынсемпе тĕл пулăва чĕннĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. Ольга Геннадьевна Куликова, Иван Ивник ячĕпе хисепленекен литература премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикипе Раҫҫей Федерацийĕн писательсен Союзĕн членĕ, Альбина Дмитриевна Фомина Леонид Ильин ячĕпе хисепленекен литература премийĕн лауреачĕ, Раҫҫей Федерацийĕн писательсен Союзĕн членĕ те ҫак шкулта вĕренсе тухнинпе паллаштарчĕ. Ҫамрăк ăрăва шкулта тăрăшуллă пулма, лайăх вĕренме сунчĕ. Шкул ачисене, тĕл пулу мĕнле иртнине, хăйсен шухăшне ҫырса пĕлтерме сĕнчĕ.

    Кĕнеке авторĕ презентацине йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн пурне те тав сăмахĕ каларĕ. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика