Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Рункăри Серафима Никитична Никитина паян 95 çул тултарчĕ

15:48 15 апреля 2016 г.

   Рункă ялĕнче  пурăнакан Никитина Серафима Никитична паян 95 çул тултарчĕ. Саламлама Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ- ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ  Горбунов Вячеслав Анатольевич, халăха социаллă  хӳтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Смолина Ирина Григорьевна, Хирпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Терентьев Валерий Николаевич, Хирпуç ял тăрăхĕн çар-учёт инспекторĕ Голубцова Елена Петровна, Хирпуç ял тăрăхĕн депутачĕ Васильева Зоя Якимовна килчĕç. Вячеслав Анатольевич Раççей Президенчĕн саламлă çыруне вуласа пачĕ, Ирина Григорьевна хитре чечексем,  Валерий Николаевич парне парса чысларĕç.

     95 çулта пулин те  Серафима Никитична хăнасене кĕтме урама тухнă. Эпир килнĕ çĕре  пӳрте вут хутса ăшăтнă, килте тап- таса. Васильева Зоя Якимовна депутат ăшă кукăль пĕçерсе килнĕ.

        Пӳрте кĕрсен юбиляр  хăйĕн йывăр пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. «Ĕмĕр тăршшипех ĕçлесе пурăннă, пĕр кун та  ĕçсĕр ларса курман. Ачаранпах колхозра ĕçленĕ, вăрçă вăхăтĕнче Сăр юханшыв хĕррине окоп чавма кайнă, Ивановскинче торф кăларнă. Камăн ача- пăча çук, вĕсене хĕрхенмесĕр, вăрман касма илсе кайнă, вагон çине йывăç тиесе янă, 4 çул киле килмесĕр ĕçленĕ. 1 çухрăм вăрмана утнă, пите тăм илетчĕ, çăпата тулли юр тулатчĕ, мĕн чухлĕ шăннă пулĕ. Апатне те тăраниччен çисе курман, шăннă купăста-çĕрулми ярса яшка пĕçерсе çинĕ. Ҫĕр çинчех выртса çывăрнă.

 Качча кайма вăхăт та,  шухăш та пулман. Хама пăхма пĕр ача та ӳстереймерĕм.  Камăн килте ача- пăча пур, вĕсене инçе ĕçлеме илсе кайман, яла хăварнă. Манăн ача çук пирки таçти ĕçе те, таçти çĕре те илсе кайнă.

      Вăрçă чарăннă хыççăн ялта колхозра тăрăшнă, фермăра сысна пăхнă, махорка калчи ӳстернĕ. Пӳрт ăшăтма вутă та пулман, хăрăк туратсем пуçтараттăмччĕ. Халĕ вăрманта мĕн чухлĕ йывăç выртать! Вăл вăхăтра тӳпе валеçсе паратчĕç, çынсем ачасемпе- йышпа ĕçлетчĕç, манăн вара- килте те, ĕçре те пĕччен тăрмашмалла пулнă. Ял халăхĕ хĕрхенетчĕ…

        9-ăн пĕртăванччĕ эпир, пĕчченех юлтăм, юрать кӳршĕ Петров Олег Иванович пăхса пурăнать, шыв ăсса, вут йăтса  кĕрсе парать, кил- çурт юсаса  пулăшать. Хам та ăна  çуллахи вăхăтра çум  çумласа, утă пуçтарса пулăшма тăрăшатăп. Помидор, пăрăç калчисем ӳстертĕм, Олег парник туса пачĕ, ăна валли те калча хатĕрлерĕм. Ҫынран нимĕн те ыйтас килмест, хамах тума тăрăшатăп.

        Пурнăçра  нушине вара нумай курнă, халĕ пурнăç лайăхланса пырать, анчах та леш тĕнчене кайма вăхăт çывхарать…»,- тесе хурланса каласа пачĕ Серафима Никитична.

       «Питĕ маттур пирĕн Ҫерафим аппа, ĕçсĕр ларма пĕлместь»,- хушса каларĕ кӳрши Олег: «Ҫак çула çитиччен пульницăна кайман, пĕр эмель те ĕçсе курман. Районти «Ҫĕнтерӳ çулĕ» хаçата куçлăхсăрах вулать,  районта мĕн пулса иртнине веçех пĕлсе тăрать, мана каласа парать».

        Хăнасем   Серафима Никитична каласа панине тĕлĕнсе итлесе ларчĕç, 95 çулти  маттур хĕрарăма тепĕр хут ырлăх- сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунса хăварчĕç.  Кил хуçи  вĕсене урама тухса  ăсатса ячĕ.

 

Хирпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика