Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юркка мучин ырă ĕҫĕсем яланах ҫынсен асĕнче

08:44 08 апреля 2016 г.

 

Юркки мучин йывặҫҫисем

Ку тặрặха илем кŷреҫҫĕ.

Лартса ŷстернĕ  йặмрасем

Çырма-ҫатран ҫулне пŷлеҫҫĕ.

 

Çурхи шыв-шур юхма тặрсан

Çĕрĕн  ҫине  ишĕлтермеҫҫĕ.

Çуллахи кун шặрặх пулсан

Сулхặналла вĕсем чĕнеҫҫĕ.

 

Хĕллехи кун ҫил-тặманра

Çул ҫĕтесрен ҫынна сыхлаҫҫĕ.

Пасарнặ сивĕ  вặхặтра

Асамлặхра пек курặнаҫҫĕ.

 

Ильин Георгий Ильич 1921-мĕш ҫулхи ака уйặхĕн 17-мĕшĕнче Калинино районне (халĕ Вặрнар районĕ) кĕрекен Пуканкасси ялĕнче пысặк ҫемьере ҫуралнặ.  Ашшĕпе амặшĕ ачисене ачаран ĕҫе вĕрентсе ŷстернĕ. Шкул ҫулне ҫитичченех пĕрле колхоз уйне ҫум курặкне ҫумлама,  тырặ вырма  илсе ҫŷренĕ.  Аппặшĕсем, пиччĕшĕсем ĕҫе тирпейлĕ ĕҫленине курса ŷснĕ. Хặй те мĕн вặй ҫитнĕ таран аслисене пулặшма тặрặшнặ, тирпейлĕхе вĕреннĕ. Ял ачи ҫав тери ҫут ҫанталặка сặнама юратнặ. Çĕрле тŷпенелле пặхса ҫặлтặрсене сặнанặ, уҫлặха туртặннặ.

Çуркунне-кĕркунне ҫырма-ҫатрасене йывặҫ лартнặ.  Алặ тунинчен пысặкрах йặмра тураттисене  касса тŷрĕ те якисене ҫĕнĕрен йывặҫ лартса хặварнặ. Çамрặк йывặҫсене мулкачсем, выльặхсем ан кặшлаччĕр тесе йывặҫ хуппипе чĕркенĕ.  Йặмра тураттисене хуппине сŷсе ĕнесене, сурặхсене ҫитернĕ, вуллинчен вутặ хатĕрленĕ. Тирпейлĕ  Георгий Ильич нихặҫан та хặйĕнчен таса мар вырặн хặварман.  Татса хатĕрленĕ вутặ шаршанне те вặл пĕр пек тикĕс купаласа хặварнặ. Çакặн пек ĕҫсене вặл ҫуркунне ĕҫлетчĕ.

Çамрặк чух вặхặт ҫитсе пыманран  чун киленĕҫне вặл тивĕҫлĕ канặва тухсан пурнặҫлама тытặннặ. Упа ҫырми хĕрррипе тĕрлĕрен ҫырма-ҫатра нумай. Çурхи шыв-шур ҫисе ҫĕнĕрен ҫырма туса ярасран та тимленĕ вặл. Кĕркуннех ҫурхи шыв ҫулĕсене урặх ҫулпа юхма ҫĕр пặрахса ҫĕнĕ йĕр туса панặ.

Çут ҫанталặка, ҫĕре юратнặран пулĕ, хặйĕн ĕмĕрĕнче 550 йывặҫ лартса чĕртсе хặварма пултарнặ. Нумай ҫырмасене ҫурхи шыв-шур ҫисе ярасран тата та тарặнлатасран сыхланặ.  Халĕ шặрặх кунсенче ял халặхĕн выльặхĕсем йывặҫ сулхặнне пытанаҫҫĕ. 

Хặйĕн 90 ҫулхи ҫавра ҫулне те тивĕҫлĕн кĕтсе илнĕ ĕҫпе вặрҫặ ветеранĕ Ильин Георгий Ильич. Унặн мặнукĕсем, кĕҫĕн мặнукĕсем те йышлặн, ахаль пурặнса ирттермен вặл хặйĕн ĕмĕрне. Вặл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрặлса кайрĕ пулин те унặн ырặ ячĕ яланах пирĕн асặмра пулĕ. Вặл лартса ŷстернĕ йывặҫсем таврана илем кŷрĕҫ, ҫутҫанталặка усặ парĕҫ.

 

 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика