Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уйкас-Кипекри культура ҫуртĕнче Н.Айзман ҫырнǎ «Ҫÿпҫипе хупǎлчи» камитпе халǎха савǎнтарчĕҫ

15:33 28 марта 2016 г.

Пуш уйǎхĕн 25-мĕшĕ тата 27-мĕшĕ культура ĕҫченĕсемшĕн пысǎк пĕлтерĕшлĕ уявсем. Ҫак кунсем культура ĕҫченĕсен тата театра юратакан уявĕсемпе палǎрса тǎраҫҫĕ. Ҫакна шута илсе Уйкас-Кипекри культура ҫуртĕнче ĕҫлекенсем куракансене Н.Айзман ҫырнǎ «Ҫÿпҫипе хупǎлчи» камитпе савǎнтармашкǎн тĕллев лартрĕҫ. Пуш уйǎхĕн 26-мĕшĕнче Уйкас-Кипекри культура ҫуртне куракансем тулли кǎмǎлпа пуҫтарǎнни вырǎнти артистсен кǎмǎлне те ҫĕклерĕ. Рольсене вылякакансем чǎннипех те куракансене тыткǎнлани вĕсем тǎвǎллǎн алǎ ҫупнинчен тата самантǎн–самантǎн ахǎлтатса кулса янинчен палǎрса тǎчĕ.

Сǎнарсене калǎплакансем Верук – Надежда Назарова, Кулине – Лидия Михайлова, Алтати – Светлана Авакумова, Хветĕр – Елена Егорова камитри пурнǎҫа чǎн пулнǎ пек сǎнласа пачĕҫ. Камите туй халǎхĕпе вĕҫлени куракансемшĕн пысǎк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Туй арǎмĕсем: Галина Данилова, Галина Петрова, Людмила Христофорова, Юлия Христофорова, Ольга Осипова, Надежда Назарова,  купǎсҫи Владимир Арсентьев. 

Сцена ҫинче чǎн-чǎн чǎваш туйĕ пулса иртрĕ. Камит вĕҫленсен те куракансем чылай хушǎ тǎвǎллǎн алǎ ҫупса саламлани вырǎнти артистсене чун-чĕререн савǎнтарчĕ. Уйкас-Кипекре пурǎнакан Леонид Давыдов ҫапла каларĕ: «Уйкас-Кипекри культура вучахĕ яланах ҫакǎн пек ялкǎшса тǎтǎр, нихǎҫан та ан сÿнтĕр».

Ойкас-Кибекский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика