Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сăкăтри Матрена Григорьевна Ефремова – 90 çулта

09:22 13 марта 2016 г.

Хальхи вăхăтра  90, 95, 100 çул тултаркан хисеплĕ ватăсене саламласси тата Кремльтен килнĕ салам çырăвне вуласа парасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Мартăн 12-мĕшĕнче Сăкăт ялĕнче пурăнакан Матрена Григорьевна Ефремова 90 çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев тата  ял Çавалкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Петровна Углова  саламларĕç.

Матрена Григорьевна Сăкăт ялĕнче 1926 çулта çуралнă. Ачаранах хуçалăхра ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче  хисеплĕ ватă вăрман та каснă,  лашапа вутă та илсе тухнă,  торф та кăларнă. Вăрçă пĕтсен те тăван хуçалăхра тăрăшнă. Халĕ Матрена Григорьевна хĕрĕпе, Еленăпа, пурăнать. Ăна 3 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнукĕ пурăнма вăй-хăват парса тăраççĕ. Матрена Григорьевна тула тухсах çӱреймест пулин те, çирĕп тăнпах пурăнать, кирлĕ вăхăтра сĕнӱсем парса пулăшать. Чăн-чăн пысăк телей - çĕр çинче пурăнни. Кил вучахне упракан, тимлĕхе тивĕçлĕ Матрена Григорьевнăна, çак телейпе киленсе пурăнма, чунпа çамрăк пулма, çывăх çынсен юратăвĕн ăшшине, çамрăксен хисепне туйма вăй-халĕ çитсе пытăрччĕ.

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика