Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярмушка ял тăрăхĕнче ҫặварнине кĕтсе илчĕҫ, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарặмсен кунне чыслăн уявларĕҫ

16:31 08 марта 2016 г.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ярмушка ял тăрăхĕнче ҫặварнине кĕтсе илнине, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарặмсен кунне чыслăн уявларĕҫ. Уяв 11 сехетре пуҫланчĕ. Ярмушкари культура ҫуртĕнче ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Петров  пухăннисене ҫывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе тата Ҫăварни эрни пуҫланнă ятпа саламларĕ.  Аннесене, асанне-кукамайсене ҫирĕп сывлăх, вăрăм кун-ҫул, ачасенчен пархатар, мăшăрсенчен юрату сунчĕ. Хĕрарăм пурнăҫра ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине асăнса хăварчĕ. Кил ặшши, ҫемье ặшши - хĕрарặмра. Хĕрарặм вặл – анне,  аннесем пулсан ача-пặча та таса та сывặ, савặнặҫлặ, телейлĕ. Уявặн малалли программипе паллаштарчĕ.

Культура ҫуртĕнчи сцена ҫинче илемлĕ юрặ-ташặ курнặ вặхặтра урамра спорт вặййисем пынине пĕлтерчĕ.

Уяв концертне Кивҫурт Мặрат ялĕнчи клубра йĕркеленнĕ ушкặн уҫрĕ. Ал ặсти ҫĕлесе чặваш тĕррисемпе илемлетнĕ, чặваш ҫи-пуҫĕ тặхặннặ хĕрсем, хĕрарặмĕсем сцена ҫине тухсан чặн-чặн уяв ҫитрĕ. Вĕсенчен чи ҫамрặкки - тặватặ ҫулхи Эмилия.

 Ярмушкари «Шурặмпуҫ» фольклор халặх ушкặнне ҫŷрекенсем хặйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе уяв программине малалла тặсрĕҫ. Чặваш юрри-ташши, шŷтлĕ сценарисем, тĕрлĕрен илемлĕ ҫи-пуҫ, пысặк ушкặн культура ҫуртне пуянлатрĕ.

Пуканкасси ялĕнчи юрра-ташша юратакансем те хặйсен илемлĕ сассисемпе куракансене савặнтарчĕҫ. Оля Павлова Галина Скворцовặн «Ан сивĕнĕр, ачасем, тặван килтен» юррине, «Камсем эпир» Виталий Станьялặн сặввине каласан залра ларакансем аллисене тặвặллặн, вặрахчен ҫупса тав турĕҫ. Ярмушкари вặтам шкулти аслặ вожатặй Любовь Максимова хатĕрленĕ чặваш ҫи-пуҫĕ тặхặннặ ҫамрặк артистсене те куракансем кặмặллặн йышặнчĕҫ. Снежана Андреева юрлакан вặйặ юррине Эвелина Отрывановặпа Софья Клементьева тата та илемлетрĕҫ.

 «Утмặлтурат» ушкặнне ҫŷрекенсем те аякра юлмарĕҫ. Çặварнине кĕтсе илме хатĕрленсе килнĕ ҫи-пуҫпа, авалтан пыракан йặла-йĕркене куракансене кặтартрĕҫ, юрри-ташшипе савặнтарчĕҫ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарặмсен кунĕ ячĕпе, аннесем ҫинчен ҫырнặ юрặсене илемлĕн шặрантарчĕҫ, шŷтлĕ сценарисемпе те савặнтарчĕҫ.

Хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă вăхăтра спорт вăййисем те хастар иртрĕҫ. Арҫынсем алă вăйне виҫрĕҫ, кире пуканĕ, канат туртса, шашкăлла выляса, михĕпе сиксе ăмăртрĕҫ. Спорт вăййисене Ярмушка ял тặрặхĕн депутачĕ Геннадий Герасимов, вặтам шкул директорĕ Георгий Сорокин, ял тặрặхĕн пуҫлặхĕ Алексей Петров йĕркелесе пычĕҫ. Кĕрешўре палăрнисене тивĕҫлĕ парнесемпе чысларĕҫ.  

Ярмушка ял тặрặхĕнче иртекен спорт вặййисем яланах йышлặ халặхпа, ҫивĕч кĕрешŷре иртеҫҫĕ. Нумаях пулмасть, Çĕршыв сыхлавҫисен кунне халалланặ «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2016», ặмặртура та йĕлтĕр йĕрĕ ҫине тặракансем, ҫичĕ ҫултан пуҫласа, ҫитмĕл теҫетке урлặ каҫнисем те нумайặн пулчĕҫ. Çавặн пек халặха пуҫтарса, ҫамрặксене сывặ пурнặҫ ҫулĕ ҫине тухма пулặшакансене ашшĕ-амặшĕсем тав сặмахĕсем калаҫҫĕ.   

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика