Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӱрекенсем хӑйсен юрри – ташшисемпе Кушар-Юнтапа ялĕнчи ҫынсене савӑнтарчĕҫ.

13:54 05 января 2016 г.

    Кӑрлач уйӑхĕн 4-мĕш кунĕче, Ярмушкара йĕркеленнĕ утмӑл урлӑ каҫнӑ ветерансем, хӑйсен илемлĕ юрри, ташшисемпе кӱршĕ яла ҫитсе, Ҫĕнĕ ҫула кĕнĕ ятпа уяв концерчĕ кӑтартрĕҫ. Вĕсен репертуарĕ ĕлĕкхи вырӑс, чӑваш юрри, ташшипе пуян. Хальхи вӑхӑтра ҫĕнĕрен ҫуралнӑ юрра-ташша та кӑмӑлпах вĕренсе вĕсем халӑх умне ҫитереҫҫĕ. Сцена ҫине тухма та хӑйсен аллисемпе тĕрлĕрен илемлĕ ҫи-пуҫ хатĕрленĕ. Ҫавӑнпа ĕнтĕ «Утмӑлтуратсен» концертне пур ҫĕрте те куракансем кӑмӑлласа йышӑнаҫҫĕ. Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламлаҫҫĕ. Кӱршĕ ялта пӱрӑнакан Раиса Кириллова вара  куракансене ĕлĕкрен атте-аннесем юрланӑ юрӑсемпе кӑмӑла кайрĕ. Унӑн юррисене ушкӑна ҫӱрекенсем юрланине пĕлсен, ӑна кӑмӑллӑн алӑ ҫупса саламларĕҫ.  Концерт программи вĕҫленнĕ хыҫҫӑн та юнтапасем килĕсене кайма васкамарĕҫ. Уяв концерчĕшĕн тата коллектив йĕркеленнĕренпе пилĕк ҫулхи юбилей иртнĕ ятпа вĕсене саламлакансем йышлӑн пулчĕҫ. Кушар-Юнтапари клуб ертӱҫи Александр Иванов, вĕсене малалла та халӑха савӑнтарма ӑнӑҫу, сывлӑх сунчĕ. Нурӑсри вӑтам шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова, «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӱрекенсемпе чӑн-чӑнах мухтаннине, хӑпартланнине, вĕсемшĕн савӑннине пĕлтерчĕ. Чӑвашлӑх туйӑмне ҫӱлте тытни, ӑна тирпейлĕн упрани, таса юрату, ҫирĕп ҫемье, ҫирĕп хуҫалӑх, ял-халӑхĕ умĕнче ырӑ тĕслĕх пулнине ҫирĕплетрĕ. Унӑн мӑшӑрĕ те Лев Николаевич Ефимов, мӑшӑрĕпе пĕр шухӑшлӑн пулса, ҫак ушкӑна ҫӱрекенсене ӑнӑҫу сунчĕ. Ярмушка ял тӑрӑхĕн специалисчĕ Лиана Григорьева вара, хӑйĕн сӑввипе саламларĕ.

 

 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика