Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çавалкас каччисем салтака каяççĕ

10:31 23 ноября 2015 г.

 Çула çитнĕ яш-кĕрĕме чăваш йăлипе хĕсмете ăсатасси ыр йăлана кĕрсе пырать. Калас пулать, юлашки çулсенче ялсенче салтак юррисем илтĕнмиех пулса пыратчĕç пулсан, юлашки вăхăтра çак пулăм çĕнĕрен чĕрĕлсе пырать. Урамсенче шур алшёлли  çакнă, салтак юрри юрласа утакан çамрăксем курăнма пуçларĕç.

  Иртнĕ канмалли кун, Çавалкас ялĕнче икĕ яша салтака ăсатрĕç. Михаил Угловпа Иван Степанов иккĕшĕ те вĕренсе пĕтернĕ, алла диплом илнĕ специалистсем, Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçлама хатĕр каччăсем.

 Кĕрхи призыв вăхăтĕнче Çавалкас ял тăрăхĕнче пурĕ 4 çамрăк медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Вĕсенчен иккĕшне вĕренсе пĕтерме вăхăт панă, иккĕшне салтака тивĕçлĕ тесе йышăннă.    Çав вăхăтрах, салтак аттине тăхăнма васкаманнисем те пур çамрăксем хушшинче. Сывлăхĕсем çирĕп пулин те, Тăван çĕр-шыва, атте-аннене сыхласси арçын тивĕçĕ пулнине  манса каяççĕ.

  Çирĕп сывлăх, телейлĕ çул пултăр салтаксене. «Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килмелле пултăр,» - тенĕ ваттисем.

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика