Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уйкас-Юнтапа ял уявне кăмăлпа уявларĕҫ

10:35 03 августа 2015 г.

Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Уйкас-Юнтапара «Ял уявĕ» иртрĕ. Уява тĕплĕн хатĕрленнĕ уйкассем: артистсене юрласа – ташласа савăнма ятарлă вырăн, куракансене ларма саксем, вĕри шўрпепе хăналама сĕтелсем, саксем вырнаҫтарнă. Тĕрлĕ тĕслĕ вĕлкĕшекен ялавсем, шарсем уяв вырăнне илемлетрĕҫ. Ача-пăча теттисемпе, пылак шывсемпе, ҫимĕҫсемпе суту тăвакан лавккасем ҫывăхĕнчен те туянакансем татăлмарĕҫ. Алă ĕҫĕсен, сăн ўкерчĕксен куравĕсен умĕнче те уява пухăннă хăнасем тĕлĕнсе, ытараймасăр, нумайччен киленсе пăхса тăчĕҫ. Уйрăмах ĕлĕкхи тĕрĕсене паянхи кунчен тирпейлĕн упрани савăнтарчĕ.

Спорт вăййисене ирттерме ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ. Хăюллисем, хастаррисем валли  11 метр ҫўллĕш ҫăкаран шăчă хатĕрленĕ.

Техĕмлĕ шўрпе, шашлăк шăши ял халăхне те хăнасене ял варринелле пуҫтарчĕ.

«Ҫакăн евĕр уявсем пирĕн тăрăхра пĕрре анчах иртмен пулсан та паянхи кун мана 50- мĕш ҫулсенче (тунтикун) кашни эрнерех иртнĕ пасар кунне аса илтерчĕ. Пирĕн яла ҫав ҫулсенче пасарлă Юнтапа тесе калатчĕҫ» - кăмăллăн хуравлать ĕҫ ветеранĕ Арсентий Филиппович Филиппов.

Уява Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров уҫрĕ, тивĕҫлисене тав хучĕсемпе, ҫырăвĕсемпе чысларĕ. Уява ирттерме пулăшнă  ҫынсене ятран асăнса тав сăмахĕсем каларĕ. Ҫак ялта ҫуралса ўснĕ Н.В.Захарова, пĕртăвансене Ю.Н.Ракова, Л.Н.Ракова, В.И.Федотова А.И.Федотовпа Ю.И.Федотова тата ыттисене те  Юнтапа тăрăхĕнче туса ирттернĕ юсав ĕҫĕсенче пысăк пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каларĕ.  Вăрнар район администраци пуҫлăхĕн ҫумĕ Николай Порфорьевич Петров район энциклопедин 2-мĕш кĕнекине парнелерĕ, уява килнисене саламларĕ ăшă сăмахсем каларĕ. «Хыпар» редакцийĕнчи  «Кил-ҫурт, хушма хуҫалăх» хаҫатăн редакторĕ Эльвира Николаевна Ивановă та кăмăлласах хутшăнчĕ ҫак уявра.

Ялти библиотекарь Алена Спиридонова уява кăмăллăн ертсе пычĕ.

Концерт программине «Алран кайми, аки-сухи» юрăпа уҫрĕҫ. Юрă пуҫлансанах пуҫтарăннă халăх  ура ҫине тăчĕ. Малалла уява вырăнти Уйкас-Юнтапа, Кушар-Юнтапа ялĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕсем, шкул ачисем тăсрĕҫ.

Ярмушка ялĕнче йĕркеленнĕ «Утмăлтурат» ушкăнне хутшăнакан ветерансем те хăйсен юрри-ташшисемпе куракансене савăнтарчĕҫ.

Шупашкар хулинчен килнӗ хăнасем пухăннă ҫынсене эсдрада юрри-ташшисемпе саламларĕҫ, хăйсен ҫывăхнелле пуҫтарчĕҫ. Илемлӗ ҫи-пуҫ тăхăннă артистсем концерт программине тата та пуянлатрӗҫ.

Капланса килнĕ пĕлĕтсем те пĕрĕхсе тăракан ҫумăр та чăрмав кўмерĕ. Ҫак уява пухăннă ял-халăхĕ те хăнасем те камăллăн юлчĕҫ. Уява йĕркелесе ирттерекенсене тав сăмахĕсем каларĕҫ.

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика