Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чĕрĕк ĕмĕр ытла çын сывлăхĕшĕн тăрăшакан Юлия Валерьяновна

10:17 19 июня 2015 г.

  Çынсен сывлǎхне тěрěслесе тǎрасси, вǎхǎтра сиплесси – пархатарлǎ ěç. Çавǎнпа та медицинǎра ěçлекенсем пысǎк ята тивěç. Вěсем этем пурǎçне çǎлса хǎварассишěн чунтан тǎрǎшаççě, çынна иккěмěш пурнǎç парнелеççě. Ялсенче ěçлекен фельдшерсен ěçě тата та йывǎртарах. Кирек мěнле çанталǎкра та: çумǎр çǎвать-и, çил-тǎман вěçтерет-и, пулǎшу ыйтакан çын патне васкаççě.

    Ырǎ кǎмǎллǎ, пултаруллǎ, хǎй ěçне лайǎх пěлекен тухтǎрсенчен пěри вǎл – Çавалкасри фельдшерпа акушер пунктěнче ěçлекен Юлия Валерьяновна Михайлова. 27 çул хушши сиплет вǎл Çавалкас ял тǎрǎхěнчи çынсене.

   Канашри медицина училищине пěтерсен 21 çулхи хěре Сǎкǎт ялне яраççě, çакǎнтан пуçланать те ěнтě унǎн çын пурнǎçěшěн çěрне-кунне пěлмесěр тǎрǎшмалли тапхǎр. Çак ялта ěçленě хушǎра вǎл кивелсе юхǎнма пуçланǎ медпункта çěнě çурта хǎйех майласа куçарать.

   - Çǎмǎл марччě. Вǎл вǎхǎтра пěчěк ачасем те нумайччě. Йывǎртарах пурǎнакан çемьесем патне куне иккě-виççě те çитеттěмччě, ачисене çуса, тасатса хǎварни те чылай пулнǎ, - аса илет Юлия Валерьяновна. Вǎрнар районěчи Услантǎр Енěш ялěнче пěчěкрен ěçе юратса ÿснěскере йывǎрлǎхсем хǎратса ÿкерме пултарайман.

    Паянхи куна вǎл Çавалкари фельдшерпа акушер пунктěнче ěçлет - аслǎ категориллě фельдшер. Ун патне сипленме килекенсем яланах йышлǎ. Ырǎ кǎмǎллǎ, çынсемпе яланах тарават. Чирлě çынна кирек хǎçан та пулǎшма хатěр. Çын инкеке лексен çěр варринче тухса чупни те нумай пулнǎ.

– Çěрле, ялта пěр çутǎ та çук, эсě вара тепěр яла çурран чупатǎн, çурǎм тǎрǎх сивě чупни те пулнǎ, - каласа парать Юлия Валерьяновна. Апла пулсан та, хǎй çак пурнǎçра тухтǎр çулне суйласа илнишěн пěрре ÿкěнмест вǎл. Çавǎнпа юратаççě, хисеплеççě те ǎна ялта.

   Кунсěр пуçне, ял тǎрǎхěнче ирттерекен  пěр мероприяти те Юля хутшǎнмасǎр иртмест. Концерт, спектакль лартмалла-и, акатуя хутшǎнмалла-и – пур çěрте вǎл хǎйěн çепěç сассипе савǎнатарать ял-йыша. Кил тулли выльǎх, чǎх-чěп – ǎçтан вǎйě çитет-ши? - тесе шутлатǎн хǎш чухне. Пурнǎçа юратни, юратнǎ çемье ǎнланса, пулǎшса пыни вǎй-хал кěртсе пырать те ěнтě  ǎна пурнǎçра.

 

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика