Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Карл Марк ячĕллĕ кооператив ĕçченĕсем ака-суха ĕçĕсене вĕçленине чыслăн уявларĕç

09:22 01 июня 2015 г.

 

 

 

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ĕçченĕсем ака-суха пӗтнине уявларĕç.  Çак уявра Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял-хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Анатольевич Горбунов, кӱршĕре вырнаçнă «Мураты» кооператив ертӱçи Геннадий Петрович Спиридонов, Çавалкас ял пуçлăхĕ Петр Иванович Краснов  хутшăнчĕç. Ял-хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Анатольевич  Карл Маркс хуçалăх ĕçченĕсене уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламларĕ. Халӗ тӗп тӗллев — тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси. Вӑл Карл Маркс кооперативĕ районта лайӑх аталанакан хуçалăхсенчен пĕри пулнине палӑртрĕ. Ытти саламлакансем те тăрăшса ӗҫлекен халӑх пирки сахал мар ырӑ сӑмах каларĕç.

 

Уявра тăрăшса ĕçлекен механизаторсене, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене  чысларĕç. Çавăн пекех шкул ачисем хушшинче Аслă Çĕнтерӱ 70 çул тултарнă ятпа ирттернĕ, вăрçă темипе çырнă сочинени конкурсĕнче мала тухнисене планшетсем парса чысларĕç. Спорт мероприятийĕсенче те чылаййӑн хутшӑннчĕç, мала тухнисем парнесӗр юлмарĕç.

Официаллă пай хыҫҫӑн сцена ҫинче пысӑк концерт пулчĕ. Концерта  Çавалкасри культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» ушкăн уçрĕ. Малтан чăвашсен авалхи  «Асран кайми аки-сухи» юрă янăрарĕ. Çав вăхăтрах уява килнисене çăкăрпа, чăваш сăрипе хăналарĕç. Ун хыççăн, чăвашсен авалхи йăлипе, кооператив ертӱçи, Валерий Шумилов, Аслă Турăран лартнă тыр-пула тухăçлă та тăкаксăр пухса илме Пил ыйтрĕ. Малалла вара, уявăн савăнăçлă пайĕ пуçланчĕ. Концерта малалла Иван Архипов, Александр Нефрит тата «Дуняша стар» ушкăн тăсрĕç. Вĕсем те халăха чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Уява килнисем артистсемпе пĕрле хаваспах ташласа, юрласа савăнчĕç.

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика