Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Упранать халăхра ун мухтавлă чапĕ

22:35 26 мая 2015 г.

2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр "Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов, историк, поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ тата паянхи чăваш литературин никĕслевçи пулса кĕрсе юлнăскер, çуралнăранпа 125 çул çитет. Унăн пултарулăхĕ - пĕтĕм тĕнче культурин пуянлăхĕ.

Константин Васильевич Ивановăн культура еткерĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне шута илсе, ăна асра тытас тата обществăна литературăпа çывăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Палăртни вырăнлă: Чăваш Енре паллă тăвакан К.В.Иванов çулталăкĕ Раççейри Литература çулталăкĕпе пĕр килет.

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Иртеменкасси библиотекинче çак паллă уява халалласа литература сехечĕ иртрĕ.  «Повествователь о жизни души» кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Кунта К.В.Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан кĕнекесене, хаçат-журналсенче ун пултарулӑхне тишкернĕ статьясене вырнаçтарнӑ. Вĕсем вулакансене чӑваш поэзийӗн классикӗн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштараççĕ. Тĕп вырӑнта - вилĕмсĕр «Нарспи» поэма. Чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ произведени вăл. Ăна çĕр-шыври нумай-нумай чĕлхепе куçарса пичетленĕ, спектакльсем, оперăсем лартнă. Унсăр пуçне аслă классикăн тата ытти сăвви-поэмисемпе те паллашма пулать. Библиотекарь Иванова В.В. хатĕрленĕ «Ҫиçсе тăракан талант» альбом ачасене кăсăклантарчĕ.

Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В.Иванов çулталăкне халалласа ирттерекен мероприятисем Чăваш Енре пурăнакансен, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн культура шайне ÿстерме, çĕршывăмăрăн историпе культура еткерне упраса хăварма, Чăваш Республикин ятне-сумне çĕклеме пулăшĕç.

Большеторханский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика