Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раҫҫейри Литература ҫулталăкне, Чăвашенри К.В.Иванов ҫулталăкне, Раҫҫей тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ – Улькка Элмен паха та тивĕҫлĕ парнепе пуҫларĕ.

14:00 16 марта 2015 г.

            Раҫҫейри Литература ҫулталăкне, Чăвашенри К.В.Иванов ҫулталăкне, Раҫҫей тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ – Улькка Элмен паха та тивĕҫлĕ парнепе пуҫларĕ. Ҫулталăк пуҫламăшĕнче унăн «Упраймарăм сана» романăн иккĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Пĕрремĕш кĕнеки пекех, иккĕмĕш кĕнекине те вулакансем кăмăлласа йышăнчĕҫ.

            Пуш уйăхĕн 11 – мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Упраймарăм сана» романăн иккĕмĕш кĕнекин презентацийĕ пулчĕ. Уява Чăваш Республикин Вĕренў институтне тĕрлĕ районсемпе Тутар Республикинчен курса килнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата чăваш ҫыравҫисем хутшăнчĕҫ.

            Чăваш филологи наукисен кандидачĕ, литература тĕпчевҫи, паллă ăсчах, ҫыравҫă, вĕрентўҫĕ, таврапĕлўҫĕ, халăх хастарĕ Виталий Петрович Станьял романăн иккĕмĕш кĕнекине кăранташа алран ямасăр, тимлĕ тишкерсе вуласа тухнине пĕлтерчĕ. Романа тĕрлĕ енлĕ шĕкĕлчерĕ. Хайлаври тĕп сăнара Машăна питĕ сăпайлă сăнланăшăн, пурнăҫри пур йывăрлăхсене кўренўсĕр йышăннине сивлерĕ. Сăнара ҫирĕп характерлă тума май тупмалла тесе сĕнчĕ.

            Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ, шкул программисемпе вĕренў кĕнекисем ҫыракан вĕрентўҫĕ Надежда Григорьевна Иванова йĕркеленипе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те ку хайлава хапăлласах тишкерчĕҫ. Тĕслĕхрен, Ольга Александровна Вишнева (Муркаш районĕ Шатракасси вăтам шкулĕ) хайлав темипе проблемине тупса палăртрĕ. Кил ăшши, ҫемье темине уҫса панă май, ҫыравҫă романри сăнарсем урлă паянхи пурнăҫри юрату, мул, ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕ, ватлăх, кăмăл-сипет, пĕчченлĕх, туслăх проблемисене уҫса паракан енсене туллин палăртса хăварчĕ. Хайлаври ăмсанупа курайманлăх, кĕвĕҫўпе юрату йытăвĕсене кăтартакан сăнарсене сивлерĕҫ, ҫăлăнăҫпа савăнăҫа, ачашлăхпа ҫепĕҫлĕхе туйма пулăшакан сăнарсене ырласа йышăнчĕҫ.

            Нина Ивановна Павлова (Патăрьел районĕ Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕ) вара романри тĕп, пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле сăнарсене, персонажсене 60 ытла тупса палăртрĕ. Кашни сăнара ҫыравҫă хăйне евĕрлĕ сăнланине уҫса пачĕ. Романри тĕп сăнара Машăна ҫыравҫă шухăшласа кăларман, пурнăҫран илнĕ, иккен. Мĕншĕн тесен ҫакăн пек шăпаллă арăм, амăшĕ, хĕр арăм унпа пĕрле шкулта ĕҫлет.

            Светлана Витальевна Едифанова (Патăрьел районĕ Ишлĕ тĕп шкулĕ) «Упраймарăм сана…» романăн иккĕмĕш кĕнекин сюжечĕпе композицине палăртрĕ. Автор хайлаври ĕҫ-пуҫа ҫакăн евĕрлĕ йĕркеленĕ: ĕҫ пуҫламăшĕ – Маша хуйхи-суйхи, ĕҫ тĕвĕленĕвĕ – суя элексемпе вак укҫасем; ĕҫ аталанăвĕ – Машăна ĕҫрен кăларни, хуняшшĕ вилни, телейшĕн кĕрешмеллине ăнланса илни; хĕрў тапхăр  - Мария Савельевна Сергей Васильевичпа тĕл пулни: ĕҫ вĕҫленĕвĕ – Машăпа Сергей ҫемье ҫавăрни. Романри ҫичĕ сюжет йĕрĕнче ҫемье пурнăҫĕвĕпе кĕрешĕвĕ, пăтăрмахĕпе хуйхи-суйхи ўкерĕннине схемăласа презентацилерĕ. Ҫапах та ҫыравҫă таса чунлă ҫынна нимĕнпе те усал туман, ăшпиллĕ сăнарсене юратнине палăртрĕ. Тасалăхпа управлăх, ҫемҫелĕхпе каҫарулăх вĕсене телейлĕ шăпа кўнине ĕнентерсе пачĕ.

            Татьяна Михайловна Майорова (Муркаш районĕ, Шомик тĕп шкулĕ) романăн чĕлхе сăнарлăхне сăнларĕ. Сăнарлăх мелĕсенчен – эпитет, танлаштару, сăпатлантару, метафора, аллегори, перифраза; пуплев эрешлĕхĕсенчен – параллелизм, вăйлату, хирĕҫлетў, риторикаллă ыйту, чĕнў, кăшăру; синтаксиспа пунктуации мелĕсенчен – пĕрешкел предложенисем, пĕр йышши членсем, тўрĕ пуплев, диалог монолог, нумай пăнчăллăхпа усă курнине палăртрĕ. Автор ăнăҫлă усă курнă диалогсем тыткаланине, символсемпе ятарлă япаласем (ҫыран хĕрринче авăнса ўсекен пĕртен-пĕр хурăн, мамăк пек шап-шурă тутăр, сирень, кивĕ кĕмĕл укҫасем, хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăк, юр, ўкерчĕк, юхан-шыв (шыв), Турă) калас текен шухăша чĕрĕ те мистикăллă тунине тĕслĕхсемпе ĕнентерчĕ.

            Ҫеҫпĕл Мишши преми лауреачĕ,  философи наукисен кандидачĕ Раҫҫей тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ Юлия Александровна Силэм, Раҫҫей тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ, прозаик-ҫыравҫă Лидия Михайловна Сарине Улькка Элмене тăрăшулăхпа сывлăх, романăн виҫҫĕмĕш кĕнекине ҫырма пултарулăхри хавхаланулăх сунчĕҫ. Ольга Геннадьевна Куликовăн ентешĕсем, Лиана Григорьевăпа Маргарита Соколова та ҫак тĕлпулăва хутшăнчĕҫ, Авшак Элмен хĕрĕ ҫакăн пек пултаруллă пулнăшăн мăнаҫланчĕҫ. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика