Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мӑн Явӑш шкулӗнче хӑнара

07:57 19 февраля 2015 г.

Фото

Ахальтен мар халӑхра час-часах: «Театр – халӑх чунӗ, халӑх чапӗ», - тесе каланине илтме пулать. Чӑн та театр- вӑл ӑрӑм, маги пекех. Театр – вӑл туйӑм тӗнчи. Ҫак туйӑм тӗнчине аван чухлаҫҫӗ Мӑн Явӑш шкулӗнче вӗренекенсем. Ӑнсӑртран мар шкулта ирттерекен мероприятие те театрпа ҫыхӑнтарнӑ библиотека ӗҫченӗ, Павлова Альбина Васильевна.
Район шкулӗсенчи библиотека ӗҫченӗсем Мӑн Явӑш шкулӗнче  хӑнара пулчӗҫ. Шкул алӑкӗсене уҫса кӗрсенех хӑнасем асамлӑ тӗнчене кӗрсе ӳкрӗҫ тейӗн. Шкулта вӗренекенсем хӑнасене алӑк умӗнченех ӑшшӑн, кӑмӑллӑн, чӗре ӑшшине парнелесе ырӑ сӑмахсем каласа кӗтсе илчӗҫ, акт залне иртме кӑмӑл турӗҫ.  Акт залӗнче хӑнасем  шурӑ Шупашкар хули тӑрӑх куҫӑн мар эксурсие ҫула тухрӗҫ.  Акӑ вӗсем Чӑваш Патшалӑх академи драма театрне те ҫитсе чарӑнчӗҫ. Ӑнсӑртран мар ертӳҫӗсем хӑнасене ҫак театра илсе тухрӗҫ. Театр Константин Васильевич Иванов ячӗпе хисепленсе тӑрать-ҫке. Ку вара мероприятин актуаллӑхне ӳстерет. Мӗншӗн тесен шкулта иртекен мероприятие чӑваш поэзийӗн классикӗ К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сцена ҫинче  вара вӗренекенсем хӑйсен ӑсталӑхне чӑн-чӑн артистсем пекех кӑтартса пама пултарчӗҫ. 
Фомина Светлана Вениаминовна шкулта ачасен театрне йӗркеленӗ. Ку театрта ачасем хӑйсем вуланӑ тӗрлӗ сценкӑсене, юмахсене сцена ҫинче выляса пама вӗренеҫҫӗ. Халӗ те 3-мӗш класра вӗренекенсем «Чечеклӗ кӑмпа» юмаха чӑн-чӑн артистран та ӑста выляса пачӗҫ.
Паянхи мероприятие пӗр тӗвве пухаканни вӑл – К. В. Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми. Пирӗн шкулта «Нарспи» поэмӑна пӗлмен ача ҫук та пулӗ. Поэмӑна тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем (кӗҫӗннисем, вӑтаммисем, аслисем)  юратса вулаҫҫӗ. Вулаҫҫӗ ҫеҫ-и? Хӑш-пӗр сыпӑксене пӑхмасӑр шӑрантараҫҫӗ.  Кӗҫӗн, вӑтам, аслӑ ӳсӗмри вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑри ҫут ҫанталӑк ӳкерчӗкӗсене ҫутатса паракан йӗркесене илемлӗн пӑхмасӑр янратрӗҫ.
«Нарспи» хайлава халӗ театр сценисем ҫинче ҫӗнӗлле выляҫҫӗ. Ҫак артистсенчен пӗрре те кая мар 7-мӗш класра вӗренекен Шариков Максим  тата Петрова Юлиана. Вӗсем Сетнерпе Нарспи ролӗсене калӑплпса «Ҫимӗк каҫӗ» сыпӑкри Нарспипе Сетнер тӗл пулӑвне выляса пачӗҫ. Кунсӑр пуҫне шкулта вӗренекенсем хӑнасене илемлӗ чӑваш ташшисемпе тыткӑнларӗҫ, ҫепӗҫ чӑваш юррисем парнелерӗҫ.
Чӑн та, театр пурне те тыткӑна илме пултарать. Район шкулӗсенчи библиотека ӗҫченӗсене те шкулти мероприяти кӑмӑла кайни курӑнчӗ. Хӑнасем ырӑ сӗнӳсем парса хӑварчӗҫ. Шкулта ирттернӗ мероприятипе район шайне тухма та канаш пулчӗ. Хӑшӗсем тата мероприятин сценарине «Халӑх шкулӗ» журнала та пичете пама каларӗҫ. 

Вурнарский МО Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика