Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чыс та мухтав сире, ĕҫпе вăрҫă ветеранĕсем.

10:16 10 января 2015 г.

Терентьева Ольга Терентьевна 1925 - мӗш ҫулхи кăрлач уйăхӗн 10 – мӗшӗнче Пуканкасси ялӗнче ҫуралса ȳснӗ. Ачаранах ӗҫ патне туртăннă, алă ӗҫӗсене вӗренсе ȳснӗ,  чăлха-нуски ҫыхма анчах мар, ҫӗвӗ ӗҫне те тӗрӗ тӗрлес, чăнтăр ҫыхас ӗҫре те ăста пулнă. Ялта та ҫывăхри пасара тухса та хăйӗн алă ӗҫӗсене ҫынсене сутса укҫа туса ҫемьене пулăшнă. Иккӗмӗш тӗнче вăрҫи пуҫлансан вун ултă ҫулхи хӗр аслисемпе пӗрле суха-сухаланă, тырă вырнă, хӗллехи вăхăтра вăрман каснă. Иваново облаҫне торф кăларнă ҫӗре те пӗрре кăна мар янă ҫамрăк хĕре. Вăрҫă вăхăтне аса илсе хурланса каласа кăтартнисене, кинӗ каласа парать.  Сывлăх енчен те хавшакрах пирки ăна пӗччен хăвармаҫҫӗ, ҫумра яланах тăванӗсем.

Ӗмӗрĕпех тăван ялта, тăван колхозра ӗҫленӗ. Вăтăр ҫул ытла Пуканкасси ялӗнчи сӗт-ҫу ферминче дояркăра тимленӗ, ҫав вăхăтрах бригадăра ана-ҫаран тума та ȳркенмен.  Тирпейлӗ те ӗҫчен хӗре, 1973-1980 –мӗш ҫулсенче ял Совет депутатне суйланă.

1979 – мӗш ҫулта РСФСР ял-хуҫалăх министерстви «Мастер животновод 2 класса» ята,

2006 – мĕш ҫулта «Ветеран Великой Отечественной войны», 1980 -  «Ветеран труда»  ята панă, тата нумай хисеп хучӗсене, хаклă парнесене тивӗҫнӗ вăл. Тивӗҫлӗ канăва тухсан та юратнă ӗҫрен пăрахма васкаман тата пилӗк ҫул хушши дояркăра ӗҫленӗ.

Хăйне телейлӗ туять Ольга Терентьевна, качча тухса ҫемье ҫавăрайман пулсан та пӗччен мар вăл ватлăх кунӗсенче. Тăван пиччӗшӗн ачисем, манукӗсем, кӗҫӗн манукӗсем уявсенче пȳрт туллии мăнаккăшӗ патне пуҫтарăнаҫҫӗ. Ытти кунсенче ăна, хуларан мãнаккãшне пãхма килнè кинӗ Нина Афанасьевна Терентьева, пӗчӗк ачана пăхнă пек пăхать. Ҫавăнпа ӗнтӗ ватă ҫынăн кун-ҫулӗ те вăрăм.

Хисеплĕ Терентьева Ольга Терентьевнăна, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, ҫуралнă кунпа  Вăрнар район администрацин ял-хуҫалăхĕпе экологи пайĕн пуҫлăхĕ Вячеслав Анатольевич Горбунов, Ярмушка ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров килне ҫитсе саламларӗҫ, Раҫҫей Президенчӗн, Чăваш Республики пуҫлăхӗн ҫырăвне вуласа пачӗҫ ăшă сăмахсем каларӗҫ пĕчĕк парне пачĕҫ тата та нумай ҫул хушши пурăнма сывлăх сунчӗҫ. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика