Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çавалкас ял тǎрǎхěнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

14:30 15 октября 2014 г.

 Çавалкас ял тǎрǎхěнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Юпа уйăхĕн вун пиллěкмěшěнче Чăваш Республикинче, вăл шутра Çавалкас ял тǎрǎхěнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртнě Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» 5-мĕш спорт форумěн итогěсемпе паллаштарасси, тавралǎха тирпей-илем кěртесси, «Çул çинчи хǎрушсǎрлǎх» - 9 уйǎхри кǎтартусем, пушар хăрушсăрлăхĕ.

Роспотребнадзор Управленийěн представителě, Егоров Вячеслав Геннадьевич тата Вǎрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумě Петров Николай Порфирьевич Туçи-Мǎратри пěтěмěшле пěлÿ паракан шкул коллективĕпе курса калаçрĕç. Вячеслав Егоров пухăннисене юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнě спорт форумěн кǎтартǎвěсемпе паллаштарчĕ. «Асăннă форум -  Чǎваш Республикишěн чи пысăк та сумлă спорт тата ĕçлĕ мероприятии пулчě. Раççей Правительстви Шупашкарта форум ирттерме палăртни пире шаннине çирĕплетет. Чăваш Енре физкультурăпа спорт эффективлă аталанса пынине палăртать. Юлашки çулсенче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрать», - палăртрĕ Вячеслав Геннадьевич.

Николай Петров пухǎннисене район бюджечěпе тěплěн паллаштарчě. Çавăн пекех, пухăннисене хĕле хатĕрленсе килсенче кăмакасене юсамаллине, кăлтăксене сирмеллине аса илтерчĕ.

Юлашкинчен район пуçлăхĕн çумě сывлăх çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, сывǎ пурнǎç йěркине пǎхǎнса пурǎнмаллине асăрхаттарчĕ. Çак шǎмат кун –Сывлǎх кунě пулнине палǎртрě. Çак кун пур спорт сооруженийěсенче те тулевсěрех йышǎннине палǎртрě. Çамрăксене те, çула çитнě çынсене те çан-çурăма çирĕплетме Вǎрнарти каток çине тухма сĕнчĕ.

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика