Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕҫпе вăрҫă ветеранне, юбиляра, Калошев Михаил Михайловича чыс та мухтав.

14:48 21 октября 2014 г.

Мухтав сире, ветерансем,

Тăван ҫĕр-шыв сыхлавҫисем!

Эсир пултарнă ҫĕнтерме

Тискерлĕхе пирн ҫĕр ҫинче. 

Хисеплĕ Калошев Михаил Михайловича ĕҫпе вăрҫă ветеранне, 90 ҫулхи юбилейпа Вăрнар район администраци пуҫлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев,  халăха социаллă пулăшу паракан районти пай пуҫлăхĕ Ирина Григорьевна Смолина, Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров саламларĕҫ, вăрăм кун-ҫул, ҫирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕҫ.

Калошев Михаил Михайлович Вăрнар районӗнчи Хурапыр ялӗнче 1924 – мӗш ҫулхи  юпа уйăхӗн 8-мĕшĕнче ҫуралнă. Уйкас-Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ялта ҫуралса ȳснӗ арҫын ача ҫут ҫанталăка, йывăҫ-курăка, выльăх-чӗрлӗхе юратса ȳснӗ, ҫитӗнсен выльăх тухтăрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вăрҫи ҫамрăк каччăн ӗмӗчӗсене татать. Вăрҫă пуҫланнă ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнă. Вунсакăр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйăхӗнче  ăна салтака-вăрҫа, ял-халăхӗпе лашапа салтак юрри юрласа ăсатнă. Вăрҫăран вăл 1947-мӗш ҫулхи авăн уйăхӗнче таврăнать. Ҫав ҫулах раштав уйăхӗнче кȳршӗ ял хӗрӗпе Филимонова Мария Филимоновнăпа мăшăрланса ҫемье ҫавăраҫҫӗ. Тăватă хӗрпе пӗр ывăл ҫитӗнтернӗ. Халӗ килте ывăлӗн ҫемьипе килӗштерсе пурăнаҫҫӗ. Ачисем, мăнукӗсем юнашар пулнишӗш хӗпӗртеҫҫӗ ватăсем. Вӗсем мăшăрӗпе 69 ҫул килӗштерсе, пӗрне-пӗри хисеплесе пурăнаҫҫӗ. Тăхăрвунă ҫул тултарсан, ҫак ҫула ҫӗр ҫинче пурăнса ҫитетӗп тесе шутламан та калаҫать вăл. Вăрҫă ҫулӗсене аса илсен кăвак тȳпе пек таса куҫӗсем шывланчӗҫ. Прага хулине нимӗҫ фашисчӗсенчен ирӗке кăларнине, Берлина ҫитни, ҫӗнтерӗве кӗтсе илсе, киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврăнса ҫитнишӗн тура тав тăвать. Эпӗ кӗпеллӗ ҫуралнă пулӗ, темиҫе хутчен вилӗмпе куҫа-куҫăн тăнă пулсан та пурăнатăп-ха, тет ветеран. 69 ҫул хушши тирпейлӗн упранă салтак кителĕ паян та ҫĕнтерў кунне аса илтерет. Кăкăр тулли  орденсемпе медальсем упранаҫҫĕ, пур те хаклă вӗсем ветерана.  

Выльăх тухтăрне вӗренсе тухса алла диплом илсен, Михаил Михайлович ӗмӗр тăршшӗпе тăван ялта, колхозра ӗҫленӗ. Ырă кăмăлӗшӗн, халăхпа яланах сăпайлă, ăста специалист, шанăҫлă ҫын пулнăшăн хисеплеҫҫӗ ватта. 

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика