Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Карл Маркс ячěллě ял хуçалǎх предприятийě вырма ěçěсене вěçлерě.

14:34 11 сентября 2014 г.

Карл Маркс ячěллě ял хуçалǎх кооперативěнче ěçлекенсем паян вырма ěçěсене вěçлерěç. Уй-хирте тăрăшакан виçĕ экипаж членĕсем пурте хастар, тăрăшуллă ěçлерěç. Владимир Михайлов, Виталий Степанов, Василий Николаев комбайнерсем çанталǎкǎн кашни саманчěпе усǎ курма тǎрǎшрěç , ÿстернě тыр-пула çухатусǎр , тирпейлě пухса кěртес ěçре пысǎк тǎрǎшулǎх кǎтартрěç.

Паянхи куна 874 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, 3976 тонна çапса тĕшĕленĕ.

Кĕрхи культурăсене акса хăварас ĕç те кал-кал пырать хуçалǎхра. Хальлĕхе 262 гектар акнă. Ку планпа пǎхнинчен 67%. "

Çавǎн пекех кěрхи çĕртме ěçěсене те туса пыраççě. Апла пулин те пурнăçламалли ĕçĕн калăпăшĕ чылай-ха. Вырма вĕçленсен куккурус уйне тухмалла, çĕр сухаласа пĕтермелле, вăрлăх хатĕрлемелле. Ял хуçалăхĕнче канмалли вăхăт чăннипех те сахал.

 

Сявалкасинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика