Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чашма» фольклор халăх ушкăнĕ юбилейпа саламларĕ

11:31 04 августа 2014 г.

Утă уйăхӗн 30-мӗшӗнче Шӗнер Ишек ялӗнче ҫуралса ȳссе, ҫав ял каччипе ҫемье ҫавăрса, пӗр хӗрпе икӗ ывăла кун-ҫул парнеленӗ Нина Африкановна Васильева 80 ҫулхи юбилейа чыслăн паллă турӗ.

Пĕрре те ҫăмăл иртмен ун пурнăҫĕ, ашшĕ вăрҫăра вилнĕ хыҫҫăн амăшĕ 4 ачана пĕчченех пăхса ўстернĕ. Качча тухса ҫемьеленсен  те телейĕ нумая пыман, мăшăрĕ йывăр чирлесе пурнäçран ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайсан, 34 ҫулхи хĕр арăм виҫĕ ачапа юлать, вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ўстерсе ҫын тăвас тесе нумай  тăрăшать вăл.

Нина Африкановна ачаранах ӗҫ патне туртăннă, чăлха-нуски ҫыхнă, ҫăм арлама вӗреннӗ, чăваш тĕррисене тĕрленĕ. Юрлама ташлама юратнă, ҫитӗнсен артистка пулма ӗмӗтленнӗ, анчах та вăрҫă ачин ӗмӗчӗ пȳрнăҫланман. Ӗмӗр тăршшӗпех тăван (маларах «Россия» каярах ятне улăштарнă «Дружба») колхозра ырми-канми ӗҫленӗ. Кантăр хутса сȳс тылласа чăпта ҫапнă ҫӗрте ӗҫленӗ. Нумай ҫул хушши ял халăхӗнчен сӗт-ҫу пуҫтарса, ҫав вăхăтрах фермăри сӗте те патшалăха ăсатнă. Тирпейлӗ те вашават, ӗҫчен пулнăшăн нумай хисеп хучӗсене, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

 Сакăр вунă ҫул тултарнă пулсан та сывлăх енчен те, юрă-ташăра та маттур кинемей. Ҫирӗп кил-ҫурт тытса пырать. Алă усса ӗҫсӗр лармасть вăл, мăнукӗсене пулăшас тесе чăх-чӗп усрать, тӗрлӗрен пахча-ҫимӗҫ, ҫӗр улми лартса ȳстерет. 

Юбиляра саламласа «Чашма» хальăх фольклор ушкăнӗ ӗлӗкхи чăваш юррисене шăрантарсан, кинемейӗн куҫӗсем шывланчӗҫ. Уява пухăннă хăнасем те артистсемпе  пӗрле юрласа хавхаланса ларчӗҫ. Ташă ҫемми каласан, кинемей те ҫамрăксенчен юлмарӗ, сăвăласа чăваш ташшине ташларӗ.

Нина Африкановна хăйне хисеп туса, тăван-пӗтене пӗрле пуҫтарса юбилей ячӗпе пысăк уяв туса панăшăн Станислав ывăлӗпе Валентина кинне, пухăннă хăнасене те чӗререн тав сăмахӗсем каларӗ.  

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика