Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш йăли-йĕркипе ирттернĕ туй пурин кăмăлне те кайрĕ.

16:26 28 июля 2014 г.

Мĕн ĕлĕкрен ҫамрăксем,

Мăшăрланса пĕрлешcе,

Ҫирĕп ҫемье ҫавăрса,

Йышлă ача ҫуратса,

Килĕштерсе пурăнса,

Ырă ят-сум хăварнă.

Ĕлĕкхи йăла-йĕркене сума суса, утă уйăхĕн 25 –мĕшĕнче, Ярмушка ялĕнче чăваш туйĕ кĕрлерĕ. Туй пуҫĕсем  хăтапа-тăхлачĕсен килне кучченеҫпе кайрĕҫ. Кăштах вăхăт иртсен илемлĕ ҫи-пуҫ тăхăннă туй арăмĕсем те купăсҫăпа пĕрле ĕлĕкрен юрлакан вырăнти туй юррисене юрласа утрĕҫ. Туй ачисем те кĕвĕ ҫеммипе ташласа туй илемне кĕртрĕҫ. Купăс, параппан сассине илтсе ача-пăча та курма пыракансем йышлăн пуҫтарăнчĕҫ. Чăваш туйĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

Пĕр урамра ўссе, пĕрне-пĕрне килĕштерсе Аннапа Александр пĕр ҫемьене пĕрлешрĕҫ. Мăшăрсем пĕр хушамата илсе  ҫĕнĕ Федоровсен ҫемьине ҫавăрчĕҫ. Эпир вĕсене вăрăм кун-ҫул, ҫирĕп сывлăх, тату пурнăҫ, йышлă ача-пăча сунатпăр.

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика