Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Конкурс строителей

Конкурс Вăрнар посĕлокĕнче социаллă программăпа хăпартма пуçланă çуртра иртрĕ. Унта «Чăваш Агропромстрой» акционер обществин республикăри подразделенийĕсенчен чи ăста кирпĕч купалакансем хутшăнчĕç, пирĕн район строителĕсен чысне Вăрнарти МСО предприятин 2 звени хÿтĕлерĕ, ăсталăхпа, хăвăртлăхпа вĕсем Патăръел, Тăвай, Ельчĕк, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсен строителĕсемпе тупăшрĕç. Ăмăрту 2 кун хушши пычĕ, пĕр харăс 7 бригадă ĕçлерĕ. Ăмăртăва хаклама Вăрнара «Чăваш Агропромстрой» обществăн тĕп инженерăн çумĕ Николай Комиссаров пынă. Вăрнарти МСО ĕçне вăл пысăк хак пачĕ. Обществăн 19 подразделенинчен çак предприяти экономика ăмăртăвĕн 2002 çул кăтартăвĕсемпе 3-мĕш вырăн йышăннă. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Иван Сандомиров ертсе пырать. Коллективра ăста специалистсем ĕçлеççĕ, çавăнпа та строительсен ăмăртăвĕнче малти вырăнсене Вăрнарсем йышăнчĕç. 1-мĕш вырăна Андрей Ивановпа Сергей Якушин, 2-мĕш вырăна Виталий Никифоровпа Вениамин Алгашев кирпĕч купалакансем тухрĕç. 3-мĕш вырăна Ельчĕк районĕн строителĕсем йышĕнчĕç.

Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика