Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хаçат кунçулĕсем. Цифрăсемпе фактсем

«Социализм çулĕпе» хаçатăн 1-мĕш номерне, 1930 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче тухма пуçланăскере, Улатăрти типографире пичетленĕ. Кунта ăна 1931 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕччен кăларнă. Ун хыççăн район хаçатне Канашра пичетлеме пуçланă, 1932 çулхи июлĕн 17-мĕшĕччен калăпласа пичетленĕ. Вара Чăвашкизăн 8-мĕш Вăрнар типографийĕнче пичетлеме тытăннă.

1932 çулхи январь уйăхĕнче район хаçачĕ 5400 экземплярпа пичетленсе тухнă. Республикăра район хаçачĕсем хушшинче, тиражпа шутласан, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл вăхăтра хаçата 300 çын çырса тăнă.

1933 çулхи январĕн 3-мĕшĕччен хаçата кашни пилĕк кунта пĕрре кăларнă. Унтан эрнере виçĕ хутчен (вырсарникун, юнкун, эрнекун е тунтикун, юнкун, вырсарникун) тухса тăнă.

1932-1933 çулсенче «Социализм çулĕпе» хаçат Пĕтĕм Союзри финанс конкурсне хутшăннă. Конкурсăн Тĕп Комитечĕ конкурсри лайăх кăтартусемшĕн хаçата 3 пин тенкĕ укçа тата грамота панă.

1939-1940 çулсенче райхаçат Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставки участникĕ пулнă. Ăна выставкăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, II степенлĕ Дипломпа наградăланă, 5 пин тенкĕ укçа тата мотоцикл панă.

1940 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче хаçатăн 1000-мĕш номерлĕ 1594 тиражпа тухнă.

Хаçатăн 2000-мĕш номерĕ 1953 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче тухнă.

Хаçатăн 3000-мĕш номерĕ 1961 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче тухнă.

Район хаçатăн 4000-мĕш номерĕ 1967 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче тухнă.

Хаçатăн 5000-мĕш номерĕ 1974 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче тухнă.

Хаçатăн 6000-мĕш номерĕ 1980 çулхи агустăн 21-мĕшĕнче тухнă.

Хаçатăн 7000-мĕш номерĕ 1987 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче тухнă.

Хаçатăн 9000-мĕш номерĕ 2000 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче тухнă.

Хаçат 1930 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен «Социализм çулĕпе», 1961 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятлă пулнă, 1962 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчен «Çĕнтерÿ çулĕ» ятпа тухать.

Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика