Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри кăтартăвĕсем – Герой ятне илмелĕх

24 октября 2018 г.

Виçĕмкун район историне тата тепĕр паллă пулăм çырăнчĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 2400 пăру вырнаçмалăх çĕнĕ витесем уçăлчĕç. Çак ятпа ирттернĕ чаплă мероприятие Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Пăру витисене кăçалхи апрель уйăхĕнче тума тытăннă. Агрохолдинг аякри укçасене явăçтармасăр ун строительствине 171 млн тенкĕ хывнă. Çĕнĕ витене 650 пăру кĕртнĕ те ĕнтĕ. Виçĕмкун йышлă хăнасем вĕсене епле тытнипе тата витесене епле йĕркеленипе кăсăкланса паллашрĕç.

Аш-какай комбиначĕн ертÿлĕхĕ объект проектне хăйсен ăсне нумай хывнă. Паллах, ют çĕршывсен опытне те шута илнĕ, пирĕн тăрăхри условисемпе шайлаштарассине тĕпе хывнă. Пĕр витере тăватă ÿсĕмри пăрусене тытма палăртнă, уçă вырăнта çÿремелли вырăнсене те ятарлă блоксене уйăрнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ йышши фермăсем уçăлни ял хуçалăхĕн аталанăвĕн тĕп палли пулнине палăртрĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçленин тухăçлăхне, патшалăх енчен кÿрекен пулăшăва аса илчĕ. «Паян ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тухăçлă, вăл шутра – сĕт туса илессипе те. Раççейре таса сĕт продукцийĕн дефицичĕ сыхланса юлать, çавăнпа та ку отраслĕн малашлăхĕ пур», – терĕ вăл.

Михаил Васильевич аш-какай комбиначĕ сĕт производствине 10 пин тоннăна ним те мар çитерме пултарассине палăртрĕ. Сăвакан ĕнесен шутне 2500 пуçа çитерме май пур. Пĕлтĕрхи вăтам сăвăм 6000 литрпа танлашнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ çак кăтартусемпе совет тапхăрĕнче Социализмла ĕç Геройĕн ятне панине асăнчĕ. «Çакнашкал фермăсем уйрăм муниципалитетра çеç мар, кашни ял хуçалăх районĕнче пулмалла», – терĕ вăл.

«Аш-какай комбиначĕ» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов выльăх-чĕрлĕхĕн çĕнĕ комплексне хута янăран мăйракаллă шултра выльăх шутне 6000 пуçа çитерессине палăртрĕ, вăл шутра сăвакан ĕнесене 2000 пуçа çити. Объект уçăлни аш-какай производствине 1,3 пин тонна таран ÿстерме май парĕ.

Паллă пулăмпа агрохолдинг ертÿлĕхне тата ун ĕçченĕсене Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов саламларĕ. Хĕрлĕ хăйăва касма çавăн пекех Чăваш ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ Юрий Попов хутшăнчĕç. Пăру витисене пăхса çаврăннă хыççăн ун умне чăрăшсем лартрĕç.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ иртнĕ кĕркунне кăна 500 пуç ĕне тата 400 пуç пăру вырнаçмалăх витесем хута янăччĕ.

Агрохолдинг паян 10 пин ытла га çĕр çинче ĕçлет. Кăçал пĕрчĕллисенчен те, кукурузăран та япăх мар тухăç илнĕ. ,ç хăвăртлăхне ÿстерме 120 млн тенкĕлĕх техника туяннă.

Михаил Игнатьевăн Вăрнар районĕнчи çÿревĕ кунпа çеç вĕçленмерĕ. Вăл аш-какай комбиначĕн кĕрхи тулă уйне çитрĕ, ун тăрăмĕпе паллашрĕ.

Вăрнарти А.Иванов урамĕнчи 4-мĕш çурт тĕлĕшпе регион Пуçлăхĕн ыйтусем чылай çуралчĕç. Кăçал ку çурт тĕплĕ юсав программине кĕнĕ. Тăрăна тата электропроводкăна улăштарма 1,8 млн тенке яхăн пăхнă. Анчах та кунта пурăнакансене путвал япăхлансах пыни пăшăрхантарать. Михаил Игнатьев унта кĕрсе пăхрĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсенчи тасамарлăха та критиклерĕ, вĕрене, курăк ашкăрнипе, автомобильсем валли ятарлă вырăнсем çуккипе кăмăлсăр пулчĕ. Территорисене тасатма çынсене ытларах явăçтарма сĕнчĕ.

Михаил Игнатьев çак кун çавăн пекех Вăрнар район тĕп больницинче пыракан юсав ĕçĕсемпе паллашрĕ. Кăçал кунта терапи тата хирурги уйрăмĕсене çĕнетессипе пысăк ĕçсем пыраççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика