Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинолог – професси кăна мар, ăсталăх та

10 ноября 2018 г.

Паянхи пысăк технологисен ĕмĕрĕнче полицире те çĕнĕ йышши, чи «ăслă» техника хатĕрĕсем «службăра тăраççĕ». Ĕç мелĕсем те кунран-кун çĕнĕ, витĕмлĕрех. Анчах пĕр йăнăшмасăр калама пултаратпăр: çĕршер çул иртсен те йĕркелĕх хуралĕнче служба йыттисен пĕлтерĕшĕ, усăлăхĕ чакмасть.

Полицейскисен тăватă ураллă ĕçтешĕсем саккунсăр хăç-пăшалпа сирпĕнекен япаласене, наркотиксене шыраса тупассипе, киревсĕр ĕçсене «вĕри йĕрпе» уçса парассипе, преступниксене тытса чарассипе чи шанчăклă пулăшуçăсем.

Чăннипе, кинолог – професси кăна та мар пулĕ, ытларах – чун туртни, ăсталăх. Йытăсем те чĕрĕ чунсем-çке, кашнин кăмăл-туйăмĕ уйрăм, хăйнеевĕр. Вĕсене итлеттерме, мĕн хушнине куçран пăхса тума хăнăхтарма пултарулăх, чăтăмлăх, виçесĕр юратни кирлĕ. Çак пахалăхсем пуррипе уйрăлса тăрать те муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн инспектор-кинологĕ Виталий Яковлев полици аслă лейтенанчĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕнче 20 çул ытла службăра тăрать вăл. Чи опытлă, пурнăç тăршшĕпе полици ĕçне парăннă сотрудниксенчен пĕри.

Кинологсен ушкăнне ăнсăртран лекмен Виталий Иванович. Çарта шалти ĕçсен ретĕнче пулнă вăхăтрах служба йыттисен хатĕрлевĕн никĕсне туптанă вăл. Салтакран тăван тăрăха таврăнсан çамрăка тÿрех милицие ĕçлеме чĕннĕ. Унтанпа виçĕ нимĕç овчаркине йĕрке хуралĕнче тăма вĕрентнĕ ĕнтĕ, шырав ĕçĕн чăн-чăн профессионалĕсене хатĕрленĕ.

20 çул хушшинче Виталий Яковлев кинолог çывăх тусĕсемпе пĕрле çулсерен вуншар преступление уçса пама пулăшнă. Паян полици аслă лейтенанчĕн кунсерен çумма-çуммăн ĕçлекен чи çывăх тусĕ – Пани овчарка. Вăл çамрăк-ха, икĕ çулта кăна. Апла пулсан та хуçине пĕр сăмахран ăнланать, хушусене пĕр кăлтăксăр пурнăçлать. Çулталăк пуçланнăранпа, оперативлă шырав ĕçĕсене хутшăнса, преступлени вырăнĕсене 54 хутчен тухнă вĕсем. Виталий Яковлевпа Пани служба йытти виçĕ преступление «вĕри йĕрпе» хăйсем тĕллĕн уçса панă. Вĕсен пулăшăвĕ çавăн пекех тепĕр 15 преступление кам тунине те хăвăрт палăртма май панă.

Виталий Иванович полицин «Вурнарский» пайĕ çарпа патриотизм воспитанийĕ тĕлĕшпе ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнать, шкул ачисемпе кăмăлтан тĕл пулать. Тусĕпе пĕрле, Панипе, вĕренекенсене шырав ăсталăхĕпе паллаштараççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика