Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомол яланах чĕрере

27 октября 2018 г.

Тунтикун, октябрĕн 29-мĕшĕнче, Ленинла комсомол çуралнăранпа 100 çул çитет. Унăн ялавĕ çинче ултă орден ялкăшса тăни комсомол çутă идейăсемшĕн, Тăван çĕршывшăн, халăхшăн тăрăшнине, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме ăнтăлнине яр уççăн палăртать

1967 çулхи кĕркунне Шăхальти клуб заведующийĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Октябрьти социализмла Аслă революци 50 çул тултарнă вăхăт. Çак çул мана «Правда» колхозри комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Пĕрремĕш кунах клуба йĕркене кĕртрĕм. Колхоз председателĕ И.Кошкин пулăшрĕ, кирлĕ материалсемпе тивĕçтерчĕ. Хам тавра тÿрĕ кăмăллă çамрăксене явăçтартăм.

Колхозри комсомол организацийĕ çамрăксен тавракурăмне ÿстерессипе те тимленĕ. Комсомолецсем политкружока çÿресе политикăпа интересленетчĕç. Занятисене Е.Смирнова учительница ертсе пыратчĕ. Çамрăксене хаçат-журналпа туслаштарасси те тĕп вырăнта пулнă.

Çамрăксене фермăна явăçтарасси те, вĕсен хушшинче ăмăрту йĕркелесси те комсомолăн ĕçĕ пулнă. Уйăхра пĕрре, тепĕр чухне иккĕ те «Комсомол прожекторĕ» кăларса правлени фойине çакаттăмăр. Хам сăрлама, ÿкерме юратнăран хаçата райком панă ятарлă хут çине мар, ватман çине çырса илемлететтĕм. Эпир кăларакан «Комсомол прожекторĕ» колхоза правлени асăрхайман тумхахсене тикĕслеме самаях пулăшатчĕ.

Çÿллĕ вырăнта темесен те, спортшăн пит хĕрелмен пирĕн. Николай Ананьев йĕркелесе пынă волейбол команди район Акатуйĕнчен кашнинчех çĕнтерÿ кубокĕпе таврăннă. Культурăллă-массăллă ĕçе те хавшатман. Клубсенче спектакльсем лартнă, концертсем кăтартнă.

Ĕçре палăрнисене, тивĕçлисене комсомол ретне илнĕ. Вĕсемпе ĕçлемен мар. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра та тÿрĕ çултан пăрăннисем пулнă. Пĕри вара хăйне салтака ăсатнă чух: «Тавтапуç, Гена», – тенĕччĕ. Вăл комсомол билечĕпе çара кайрĕ.

Салтака каякансене чысласа клубра ăсату каçĕ йĕркеленĕ. Унта вара çамрăксем çĕрĕпех хĕвĕшетчĕç. Тенкелсене пĕр еннелле пухса лартнă та ташланă, юрланă, вăйăсем вылянă. Культработник пулнă май, эпĕ те нумай хутшăннă çара каякансене ăсатма. Вăрнара çитсен, эпир те ытти ялсенчен килнĕ çамрăксемпе хутăшса каяттăмăр. Вуннăн харăс купăс калаттăмăр, вунă салтак карталанса ташлатчĕç, тепĕр 100–150 каччăпа хĕр вĕсем çине савăнса пăхса алă çупатчĕç, ташша тухатчĕç. Сăнанă тăрăх, çак илеме курма Вăрнар çыннисем те вокзал умне ятарласа тухатчĕç.

«Правда» колхоз правленийĕ хăйĕн çамрăкĕсемшĕн савăннă. Николай Григорьев комбайнер-комсомолец кашни çул тенĕ пекех мала тухатчĕ. Унăн комбайнĕ çинче яланах хĕрлĕ вымпел вĕлкĕшнĕ. Тырă вырман вăхăтра урапаллă тракторпа та тухăçлă ĕçлетчĕ. Ытти механизаторсене усăллă канашсем паратчĕ.

Чăх-чĕп пăхакан Раиса Константинова комсомолкăна та яланах район хаçачĕн Хисеп хăми çинче курма пулатчĕ. Ăна грамотăсемпе те, медальсемпе те пĕрре мар наградăланă.

Василий Попов тракторист районти сухаçăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсем йышăнатчĕ. Вăл ĕççинче ЖВН-6 жаткăпа тырă выратчĕ, çуркунне-кĕркунне пĕр шăйрăксăр тырă акатчĕ, утçи вăхăтĕнче жаткăпа люцерна çулатчĕ, кĕркунне çĕртме тăватчĕ, хĕлле вăрман турттаратчĕ, каçхине клуб сцени çине хăпаратчĕ. Бригадăра ĕçлекен Раиса Кошкина тата Альбина Волкова хĕр-юлташсем пулнă. Калинино салинче çемьесем çавăрнă. Иккĕшĕ те комсомолка. Пĕр ĕçрен те юлмастчĕç.

1968 çулхи хура кĕркунне. «Правда» колхоз вагонсем çине михĕсемпе çĕрулми тиесе ярать. Бригада арçынĕсемпе пĕрле эпĕ те хутшăннă ку ĕçе. Икĕ вагон тиерĕмĕр. Урăх пире валли вагон пулмарĕ. Тăватă машина пушанмасăр юлчĕ. Каç пулса ларчĕ. И. Сергеев агроном нумай шутласа тăмарĕ: «Гена, эсĕ комсорг, правлени членĕ, хăвпа пĕрле юлташусене суйласа ил те çĕр улми хураллама юлăр». Виççĕн манпа юлма хăйсемех килĕшрĕç. Михĕсене бакгауза пушатрĕç те эпир хурала юлтăмăр. Çĕрле килнĕ арçын пилĕк тенкĕ сĕнсе пĕр михĕ çĕрулми илсе каясшăн пулчĕ. Сутмастпăр, терĕмĕр эпир.

1968 çулхи январьте ВЛКСМ Чăваш обкомĕн черетлĕ конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта делегат пулса хутшăнтăм. 36-мĕш номерлĕ хĕрлĕ мандата халĕ те упратăп. Конференцире мана комсомолăн Чăваш обкомĕн членĕ пулма суйларĕç. Обком членĕ пулнă май, эпĕ пленумсене хутшăннă. Пире промышленность предприятийĕсенчи ĕç культурипе паллаштарас тĕллевпе пир-авăр комбинатне, электроаппаратура заводне, Чапаев ячĕллĕ завода экскурсисене илсе çÿренĕ, Шупашкарти çÿллĕ трибунăсенчен комсомол ветеранĕсен сăмахĕсене итлеме тÿр килнĕ. Василий Краснов-Аслин хĕм сирпĕтекен сасси те, Юрий Збанацкийпе Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Анатолий Емельянов, Леонид Агаков çамрăксем умĕнче тухса калаçнине те ăша хывнă эпĕ. Пĕррехинче комсомолецсем умĕнче В.И. Чапаев ывăлĕ Александр Васильевич Чапаев тухса калаçрĕ. Ăна комсомолăн 50 çулхи юбилейĕ ячĕпе Шупашкара чĕнсе илнĕ пулнă.

Урал тăрăхĕнчи 25-мĕш дивизие В.И.Чапаев ятне панă. Чапаев дивизийĕнче службăра тăма Чăваш Республикинчен чи маттур каччăсем кайнă. Командирсем ВЛКСМ Чăваш обкомне тăтăшах килсе тăратчĕç, ĕçлĕ калаçу ирттеретчĕç.

Эпир ВЛКСМ Вăрнар райкомĕнчи Леонид Тянго, Валентин Илларионов, Алексей Яковлев, Михаил Васильев, Валерий Наумов, Юрий Семенов, Елизавета Ластухина, Галина Толстова тата ыттисем вĕрентнипе ĕçленĕ. Çакăн пек пултаруллă çамрăксемпе пĕр ретре пулнишĕн мухтанас та килет.

Мана ВЛКСМ Тĕп комитечĕ 1968 çулта грамотăпа наградăларĕ, «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» паллăна та тивĕçлĕ пултăм. Наградисемшĕн кăна мар, хамăн çамрăклăх районти, республикăри мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕмпе пĕрле иртнишĕн савăнатăп. Эпир те комсомолец пулнă. Пире, паянхи ватăсене, комсомол тĕрĕс воспитани панă. Комсомол яланах пирĕн чĕрере.

Хăш еннелле кайĕ-ши паянхи çамрăк шкул сакки çинчен тăрса тухсан? Мĕнле девизпа пурăнĕ-ши вăл, мĕнле лозунг хавхалантарĕ-ши ăна? Калама йывăр.

Геннадий КРАСНОВ.

Шăхаль.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика