Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра çиелтен ĕçленипе çитĕнÿ тăваймăн

26 сентября 2018 г.

Спортра ĕмĕрне ирттернĕ çынсем тивĕçлĕ канăва кайсан та чун туртăмĕпе кăсăкланма пăрахмаççĕ. Юпшик Ялтăрара пурăнакан Николай Маркович Степанов та çавах – ÿт-пĕве тăтăш пиçĕхтернипе пĕрлех вăл районта иртекен ăмăртусене хаваспа курма çÿрет.

Степановсене – Елена Никифоровнапа Николай Марковича – районта пĕлсех те каймаççĕ пулĕ. Анчах та хăй вăхăтĕнче Юпшик Ялтăра хĕрĕпе кĕрÿшĕ çĕршывĕпе паллă спортсменсем пулнă% Елена Никифоровна – йĕлтĕр спортĕнче, Николай Маркович – çăмăл атлетикăра.

Николай Маркович хăй Канаш районĕнчи Вăрман Енĕшрен. Ачаранах çиçĕмле чупнă. «Пирĕн Ямаш шкулĕн эстафета команди питĕ вăйлăччĕ. Эпир хамăр район хаçачĕн парнисемшĕн иртекен ăмăртура çĕнтерĕве алăран яман. Пирĕнпе вăйлă тупăшаканĕ Шăхасан шкулĕччĕ. «Советская Чувашия» хаçат эстафетинче те пĕрре мар палăрнă», – аса илет спорт ветеранĕ.

Хавхалантараканĕ те пулнă ăна. Тĕрĕссипе, физкультура учителĕн Аркадий Филиппович Филипповăн тĕслĕхĕпе чупупа тачăрах та тачăрах çывăхланнă вăл. «Сан пулать!» – тенĕ ăна кашнинче наставникĕ.

Шкул хыççăн Тутарстанри Альметьевскри физкультура техникумне вĕренме кĕнĕ. Çарта тăнă вăхăтра спорт туртăмĕ тата ытларах вăйланнă унра. Инçет Хĕвелтухăç çар округĕн чысне пĕрре мар ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн каллех Тутарстана таврăннă. Пурнăç телейне те кунтах тупнă. Тĕрĕсрех, вĕсене спорт пĕрлештернĕ. Пирĕн районти Юпшик Ялтăра хĕрне физкультура техникумне пĕтерсен унтах ĕçлеме хăварнă, çав вăхăтрах вăл Омскри физкультурăпа спорт институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. «Юдинăна ăмăртăва каятпăр. Елена Никифоровна автобусра пĕр каччăпа юнашар ларса пыратчĕ. Ăна «ентешпе калаçса илес-ха» тесе тăратма тиврĕ. Паллашрăмăр, туслăх çирĕпленсе юратăва куçрĕ», – кăмăллăн аса илчĕ Николай Маркович.

– Вăл питĕ вăйлă спортсменкăччĕ. Ман вăл вăхăтра ун пек результатсем пулман. Çавăнпах унран вăтанаттăмччĕ те, – калаçăва тăсрĕ вăл.

Чăн та, Елена Никифоровна Степанован-Данилован мăнаçланмалли пулнă. Тутарстан Республикин пĕрлештернĕ команди йышĕнче тăнă тăхăр çулта (1971–1979-мĕшĕсенче) вăл калама çук пысăк çитĕнÿсем тунă. 22-ре йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕ пулса тăнă. 1971 çулта – 5 тата 10 километрлă дистанцисенче ТАССР первенствин абсолютлă чемпионки, 1973-мĕшĕнче – Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ. 1974 çулта хăй рекордне каллех çĕнетнĕ – ТАССР чемпионатĕнче 5 тата 10 километрта, çавăн пекех 20 километрта ылтăн медальсене тивĕçнĕ. 1975–1976 çулсенче сумлă ăмăртусенче тата виçĕ «ылтăнпа» тепĕр «кĕмĕл» хушăннă. Хăйĕн спорт карьерине вăл 1979 çулта РСФСР чемпионатĕнчи эстафетăри чаплă çĕнтерÿпе вĕçленĕ, ТАССР команди ун чухне бронза призер пулса тăнă.

Елена Никифоровнăна Японире иртнĕ Универсиадăна хутшăнма кандидатсен йышне те кĕртнĕ, анчах та унăн Омскри института куçăмлă майпа вĕренме куçмалла пулнă. Юпшик Ялтăра хĕрĕ килĕшмен.

Николай Маркович хăй те тăрăшулăхпа, ăнтăлупа палăрнă. Техникумра вĕреннĕ вăхăтра результатсене палăрмаллах ÿстернĕ вăл. Темиçе хутчен Тутарстан первенствисене выляса илнĕ. Пилĕк хутчен РСФСР чемпионĕ пулнă.

Ăмăртура асра юлнă самантсем чылай. «Атăлçи округĕн спартакиади. Волгоград каччипе тата хам пекех чăваш ачипе тупăшрăмăр. Финишра Чăваш АССР-чи Валентин Давалов кăкăрне умнерех тĕкрĕ те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ». Çакăн хыççăн ăмăртура хăйне вĕçне çитиччен те йÿле ямалла маррине аван ăнланнă Николай Маркович. Тепĕр кунне 10 километрлă дистанцире 200 метр маларах пыракана 8-мĕш километрта хуса иртсе çĕнтерÿçĕ медальне тивĕçнĕ.

Сумлă ăмăртусем пайтах пулнă. Çĕршыври «Правда» хаçат парнисемшĕн пыракан ăмăртусенче малти вырăнтан чакман.

ТАССР пĕрлештернĕ команди йышĕнче вăл 1972–1980 çулсенче тăнă. Ку республикăн нумай хутчен чемпионĕ тата рекордсменĕ. Тутарстанри чупуçăсенчен чи малтан 5 километра 14 минутран пĕчĕкрех результатпа (13,51 мин.) çĕннĕ. «Труд» спорт обществин тĕп ăмăртăвĕсен нумай хутчен чемпионĕ тата призерĕ. РСФСР чемпионачĕсен пьедесталĕсем çинче темиçе те тăнă. СССР спорт мастерĕн нормативне 1978 çулта пурнăçланă.

– Эпĕ питĕ канăçсăр çынччĕ. Ыран ăмăрту, эпĕ çĕрĕпе те çывăраймастăмччĕ. Вара хăш вăйлă ăмăртуçăпа мĕнле тупăшассине, ăçта иртсе кайма пултарассине шухăшра çавăраттăм, – кăмăллăн калаçрĕ вăл.

«Спортра çиелтен ĕçленипе çитĕнÿ тăваймăн, пуçĕпех ку ĕçе путмалла» текен сăмахсене ахальтен каламасть ĕнтĕ Николай Маркович. Пĕлтĕрччен, канăва кайичченех, çак девизпа пурăннă-ĕçленĕ вăл.

Техникум хыççăн Николай Маркович КамАЗ-ăн конструктор управленийĕн физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕн председателĕнче тăрăшнă. Хусанти педагогика институтĕнче пĕлĕве тарăнлатнă хыççăн пĕр вăхăт Набережные Челны хулинче шкулта вăй хунă. Кайран 25 çул суту-илÿпе технологи институтĕнче тимленĕ.

Елена Никифоровна та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта ачасене физкультурăпа тата спортпа туслаштарнă.

Тутарстанра иккĕшĕ те ырă ят хăварнă. Елена Никифоровна Степанова-Данилова ку республикăн чи вăйлă вунă спортсменĕ йышĕнче пулнă. Ăна «Герои спорта земли Нижнекамска» кĕнекере чыслă вырăн уйăрнă. «Лыжные гонки» справочникра ун паха опычĕпе паллаштарнă. Николай Марковича «Звезды легкой атлетики Татарстана» энциклопедиллĕ кĕнекене кĕртнĕ. Иккĕшĕ те ,ç ветеранĕсем. Хисеп хучĕсем чылай.

Степановсем халĕ Юпшик Ялтăрара тĕпленнĕ. Час-часах Питĕре хĕрĕпе ывăлĕ, икĕ мăнукĕ патне кайса çÿреççĕ.

Николай Маркович ку ялтан спортăн пулас çăлтăрĕсем тухасса ĕненет. Стас Степанов çине пысăк шанăç хурать вăл, чупу енĕпе ăна сăмах вĕççĕн те, кĕнекесемпе те кирлĕ пек пулăшать. «Спортпа туслă çамрăксем пурри кăмăла çĕклет», – тет вăл.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика