Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çирĕплетнĕ, вăй-хал панă

22 сентября 2018 г.

Шăхальти Сергей Петров пур йывăрлăха та çĕнтерме хăнăхнă. Пурнăçра çухалса кайман, ялан такăр çултан пăрăнмасăр малалла утнă. Паян та çутă-ĕмĕт тĕллевпе пурăнать, пуласлăхран ыррине çеç кĕтет.

Сергей Владимирович, Шăхальте кун çути курнăскер, Малтикас Ялтăра шкулĕнче ăс пухнă. Пĕр класра вĕренекенсем пурте тенĕ пекех пĕлÿ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çавăнпа С.Петров та тăрăшнă, урокра япăх паллă илмен, киле парса янă ĕçсене те вăхăтра пурнăçланă. Сакăр класс пĕтерсен ачаран чунĕпе çывăхланнă шкулпа сывпуллашнă та Шупашкара кайнă, педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. ,ç вĕрентĕвĕпе черчени уншăн малти вырăна тухса тăнă. Çав вăхăтра юлташĕсем сĕннипе хăвăрт утакансен секцине çырăннă.

– Опытлă тренер – Геннадий Семенов аллине çаклантăм. Унччен спортпа пит туслах пулманскер хăвăрт утасси енне хăш самантра туртăнса кайнине сиссе те юлаймарăм. Тренер çирĕп ыйтатчĕ. Çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварсан та ывăннине туйман. Çапла майпа хытах пиçĕхнĕ. Спорт секцине час-часах çÿренĕ пулин те вĕренес туртăма та чакарман, – терĕ Сергей Петров.

Çамрăк тренировкăра хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Тăрăшни сая кайман, республикăра хăвăрт утассипе иртекен ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Малти вырăнсене те йышăннă. Шăхаль каччин пултарулăхне ыттисем те асăрханă. Çавăнпах вăл Раççейри юниорсен пĕрлештернĕ командине лекнĕ. Çамрăк спортсмен тĕрлĕ хулара ăмăрту иртнĕрен час-часах çула тухнă. Унăн ăçта кăна çитме тивмен-ши; Болгарие те кайса килнĕ. Ытти хăш-пĕр ют çĕршывсенче те пулса курнă. Хăвăрт утассипе спорт мастерне çитнĕ. Ăмăртусенче палăрнăран пысăк хисепе тивĕçнĕ, паллах.

– Педагогика училищине пĕтерсен пĕр-пĕр ĕçе вырнаçмарăм. Вĕренме кăмăл пуртан Чăваш патшалăх педагогика институтне заявлени кайса патăм. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен студент вăхăчĕсем малалла тăсăлчĕç. Физкультурăпа спорт уйрăмĕнче пĕлÿ пухаканскер, пушшех те тренировкăсенчен уйрăлмарăм. Шел пулин те, иккĕмĕш курс пĕтерсен урана суранлатрăм. Сиплени те пулăшмарĕ. Нимĕн те тăваймăн, утма пăрахрăм. Тепĕр икĕ çултан алла диплом илтĕм те тăван тăрăха таврăнтăм, – калаçăва тăсрĕ Сергей Владимирович.

Уншăн ĕç вырăнĕ хăй пĕлÿ илнĕ Малтикас Ялтăра шкулĕнче тупăннă. Вĕренÿ учрежденийĕнче физкультура учителĕ пулнăран ĕç урокне ертсе пыма тытăннă. Çавăн пекех ачасене черчени предметне те вĕрентнĕ. Шкулта тăватă çул ĕçлесен пурнăç çулĕ тăруках урăх йĕр çине ÿкнĕ.

– Вăл вăхăтра районти милици уйрăмĕнче Шăхаль çынни Евгений Кадыков тăрăшатчĕ. Вăл сĕннипе Вăрнара куçрăм, патрульпе пост службинче тимлеме пуçларăм. 2000 çултан Элĕкре хамăн ĕçе малалла тăсрăм. 2009 çулта тепĕр хут Вăрнара таврăнтăм. Унтанпа районти полици уйрăмĕнче дежурнăй чаçре ĕçлетĕп, – каласа парать С.Петров.

Вăл 2012 çулта пĕрремĕш хут Çурçĕр Кавказа кайнине пĕлтерчĕ.

– Чăваш енрен виççĕн çула тухрăмăр. Чечен Республикине йĕркеллех çитрĕмĕр. Халăх пурăнакан Ханкалара вырнаçтарчĕç. Пĕр районта постра тăма тиврĕ. Автомашинăсене тĕрĕслемесĕр ирттерсе яман. Малтанах çуралнă кĕтесшĕн тунсăхлаттăм. Кайрантарахпа хăнăхрăм. Пуля лекессинчен те хăрама пăрахрăм. Ултă уйăх çăмăллăн иртмерĕ, – куç умне кăларчĕ Шăхаль çынни.

Тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Тепĕр хут полици ĕçне пикеннĕ. 2013 çулта Çурçĕр Кавказа кайма каллех ят тухнă. Ку хутĕнче Серноводск хулинче службăна ирттерме пуçланă. Сентябрĕн 15-мĕшĕнче каçхине пĕр террорист вĕсем пурăнакан вырăна кĕрсе кайма хăтланнă. Анчах контрольпе пропуск пунктĕнчен иртеймен. Çавăнпа хăйне хăй сирпĕтсе янă. Çывăхри çуртсен кантăкĕсем арканнă. Çар техникине вут-çулăм хыпса илнĕ. Шел пулин те, инкекре виççĕн вилнĕ. Иккĕшĕ чăваш пулнă. Сергей Петров хăйне çирĕплетнĕ вырăна йышăннă. Террористсем территорие тапăнса кĕресрен сыхланă. Инкеклĕ каç уншăн яланлăхах асра юлнă. Çурçĕр Кавказа 2016 çулхи кĕркунне виççĕмĕш хут кайса килнĕ. Служба тивĕçне чыслăн пурнăçланă.

Сергей Владимирович Канаш районĕнчи Чакаçри Ирина Михайловнăпа хулара вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. Унпа çемье çавăрнă. Икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Асли районти тĕп больницăра ĕçлет, кĕçĕнни Калинино шкулĕнче 7-мĕш класра ăс пухать. Мăшăрĕ вара Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче ачасене физкультурăна вĕрентет.

С.Петров хăйĕн вырăнне тупнă çын. Полици тытăмĕнче нумай çул ĕçлесе хытах çирĕпленнĕ. Пур ĕçе те чĕре хушнипе пурнăçлама хăнăхнă.

Юрий КОРНИЛОВ.   

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика