Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм те палăрать, çивĕч ыйтусем те пур-ха…

18 июля 2018 г.

Ĕнер районăн социаллă экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Лару ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, официаллă ытти çынсем хутшăнчĕç.

Ĕçлĕ тĕлпулу районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатрĕ. Вăрнарсем темиçе çул тасатмалли сооруженисем тăвас ыйтăва çĕклеççĕ. Район «Таса Атăл» программăна кĕресшĕн. Ку объекта хута яни муниципалитетăн çав тери çивĕч ыйтăвне татса пама пулăшĕ. Ку коллектор йăлари тата производствăри каяшсене талăкне 1800 кубла метр тасатма май парĕ.

Çавăн пекех район Вăрнар поселокĕнче 1000 ача вырнаçмалăх шкул, Калининăра блокпа модульлĕ котельнăй, Вăрнарти 2-мĕш котельнăйран пуçласа 1-мĕш ЦТП таран ăшă трассин строительствисен адреслă программисене кĕресшĕн. Морг ыйтăвĕ пур. Хапăс салинче çул тăвасшăн. Леонид Николаев проблемăллă ку ыйтусем пурте халăха, ун пурнăç пахалăхне пырса тивнине каларĕ.

Пĕтĕмĕшле, 2018 çулхи çур çула район лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Çакна хăйĕн докладĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев яр уççăн палăртрĕ. Районăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ, инвестицисем явăçтарасси ÿснĕ. Укçа-тенкĕ явăçтарассин пысăк пайĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалне пырса тивет – 198,8 млн тенкĕ. Объектсенчен пĕри – ишев бассейнĕ. Вăл августра уçăлмалла. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн инвестици хывăмĕ 22,9 млн тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕмĕшле ял хуçалăх тытăмĕнчи калăпăш – 78,1 млн тенкĕ.

Промышленноç производствин калăпăшĕ 87,2 процентпа е 10 млрд та 963 млн тенкĕпе танлашать. Продукци производствине, тивĕçтерÿсем парассине хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ, «Чувашкабельмет» тата «Энергостроймонтаж» предприятисем ÿстернĕ.

Ял хуçалăхĕнче ÿсĕм пур: аш-какай, сĕт туса илесси, выльăх йышĕ пысăкланнă. Пĕчĕк предпринимательствăн экономика аталанăвĕнчи кăтартăвĕ – 319,2 млн тенкĕ (106,4 %).

Район çамрăк çемьесен, специалистсен, нумай ачаллă çемьесен, тăлăхсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ĕçе планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать. Çапах та уйрăм программăпа хальлĕхе татăлман ыйтусем те пур-ха.

Леонид Григорьевич мĕнпур отрасльти çитĕнÿсемпе пĕрлех çивĕч ыйтусене те палăртрĕ. Проблемăсен шутне вăл çавăн пекех çулсен тăрăмне, муниципаллă çĕрсене тытса тăрассине, усă курман лаптăксене çаврăнăша кĕртессине, вĕрентÿ, медицина тытăмĕнчи кадрсен ыйтăвне кĕртрĕ.

Шкул ачисен, спортсменсен, культура ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсем пысăк.

Демографи – шухăшлаттаракан ыйтусенчен пĕри. Çур çулта 140 ача çуралнă, 275 çын пурнăçран уйрăлнă. Арçынсем вăтамран 63, хĕрарăмсем 76 çул таран пурăннă. Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район çĕклекен проблемăллă ыйтусене пурне те татса пама, анчах та палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн, пулнине каларĕ. Çавăн пекех вăл унччен района пурнăçлама хушнă ыйтусемпе епле ĕçленипе те кăсăкланчĕ.

Залран çулсен тăрăмĕ япăх пулни, вĕсене кĕркунне мар, çулла юсамаллине асăрхаттаракан ыйту тĕрĕсе килнине палăртрĕ вăл. Вăрнарсене вĕсене тытса тăрас енĕпе те критиклерĕ% çул хĕррисене çулман, шăтăк-путăксене вăхăтра юсамаççĕ.

Сергей Геннадьевич республикăн ял хуçалăх кăтартăвĕсенче вăрнарсен тÿпи мĕнлерех вырăн йышăннипе паллаштарчĕ, нумай енĕпе хывăм пысăккине, пĕрлехи аталанăва вăрнарсен тата хастартарах тÿпе хывмаллине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех сĕт хакĕн ыйтăвне çĕклерĕ, ăна пысăклатас тесен юр-вара вырăнта тирпейлессине йĕркелемеллине асăнчĕ. Çак кунсенче республикăшăн тухса тăнă çивĕч ыйтăва та хускатрĕ – кайăк-кĕшĕк грипĕ лекесрен пур енлĕн асăрханмаллине палăртрĕ.

Ларура çавăн пекех пенси законодательствинчи улшăнусем пирки Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов, цифра телевиденийĕн аталанăвĕ пирки Чăваш ен цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов тухса каларĕç. Ку ыйтусене хаçатра çывăх номерсенче тĕплĕнрех çутатăпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика