Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртни йăлтах чунра

19 июля 2018 г.

Яштака пÿллĕ арçын вăл, Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Николаев. Сăмах шыраса та хăшкăлмасть. Шутланă-ши Андрей Иванович аслă классенче вĕреннĕ чухне хăй Çурçĕр Кавказри вăрçа çакланасса; Çук пулĕ. Вăхăт çитсен ыттисем пекех çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласса шаннă. Анчах шăпа тени шÿтлеме юратмасть, çынна таçта та илсе çитерме пултарать. Çут тĕнчере вăрçăран хăрушши урăх мĕнех пултăр;

– Çурçĕр Кавказра пулнине аса илме йывăр. Асап чылай курма тивнине пытармастăп. Пульăсем шăхăрса вĕçнине, снарядсем шартлатса çурăлнине паянхи кун та манма пултараймастăп. Вăрçăран сывă таврăнасса ĕмĕтленмен те, – терĕ А.Николаев.

Унăн чунне çав тери тарăн кĕрсе вырнаçнă-тăр унти хаярлăх. Арçын каланă тăрăх, иртнине тепĕр чухне аса илсен кĕлетки тăрăх сивĕ чупса иртет.

– Йĕри-тавра юн юхать. Çуртсем ишĕлсе пĕтнĕ. Çынсем пăт-пат çеç курăнкалаççĕ. Грозный хулинчи ÿкерчĕк ку. Пĕр енчен интереслĕ пек% кăнтăрла – шăп, каçхине шăв-шав, перкелешÿ. Пуля, паллах, пĕрне те уямасть, çавăнпа асăрханулăх ялан малти вырăнта тăнă. Малтанхи вăхăтра пуçран каска кайман, бронежилета та хывман. Апла пулин те боевиксем пирĕн салтаксене лектеретчĕç. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнисем те пулкалатчĕç. Теприсем тата аманатчĕç. Пĕр сăмахпа, хăрушăччĕ. Кăштахран хăнăхрăмăр та хăрами пултăмăр, – каласа кăтартать 42-ри арçын.

Андрей Николаев сапер пулнă. Минăсене шыраса тупма тивнĕ унăн, çавăн пекех лартса та хăварнă. Разведчиксемпе пĕрле час-часах çула тухнă.

– Ăçта пурăнаттăр; – ыйту патăм ăна.

– Ишĕлсе аннă çуртсен путвалĕсенче чылай чух хÿтлĕх тупнă. Палаткăсенче те выртса тăнă. Каçхине лăпкăн çывăрайман. Тревога сассипе тăтăшах ура çине тăраттăмăр. Йăпăр-япăр тумланаттăмăр та тухса чупаттăмăр. Кашни утăмра – вилĕм юнашарах. Анчах та чăтмалла, тивĕçе чыслăн пурнăçламалла. Çакăн пирки пĕр самант та манман, – иртнине аса илчĕ Андрей Иванович.

Салтаксем куллен пиçĕхнĕ: полигона хĕçпăшалтан пеме çÿренĕ, çапăçма хăнăхнă. Пурнăçри чи пысăк тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă Шăхаль çамрăкĕ, 1995 çулхи ноябрьте тăван кĕтесе тĕрĕс-тĕкел таврăннă.

– Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслашни нумай пулăшрĕ. Çуран та, йĕлтĕрпе те чупма юратнă эпĕ. Футболла та вылянă. Районта иртекен ăмăртусене те хутшăннă. Салтака питĕ каяс килетчĕ. Тантăшсем кайма пуçларĕç. Мана вара повестка тыттармаççĕ. Чăтăмлăх пĕтрĕ, Вăрнара кайрăм та çар комиссариатне кĕтĕм, хама çар службине яма ыйтрăм. Анчах тивĕçлĕ хурав памарĕç. Киле пусăрăнчăк кăмăлпа таврăнтăм. Тĕлĕнмелле пек те, çав кунхинех каç енне кÿршĕ каçрĕ, çар комиссариатне повестка патне каймаллине пĕлтерчĕ. Тепĕр кунхине Вăрнара кайрăм. Мана хут тыттарчĕç. Яла çитсенех тус-юлташсене пуçтартăм. Пĕр çĕр каçнă хыççăнах салтака тухса кайрăм. Канашра виçĕ кун пурăннă хыççăн Шупашкара илсе кайрĕç. Ятарлă отряда лекнĕрен, тĕрлĕ енлĕ çапăçма уйăха яхăн вĕрентрĕç. Унтан пире Çурçĕр Кавказа ăсатрĕç. Служба вара йăлтах «вĕри» точкăра иртрĕ. Киле таврăнсан мирлĕ пурнăçа пĕр вăхăт хăнăхма тиврĕ, – сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ А.Николаев.

Вăл Малтикас Ялтăра шкулĕнче 9 класс вĕреннĕ, хыççăн Калининăри училищĕре пĕлÿ пухнă. Салтака кайиччен «Правда» хуçалăхра трактористра ĕçленĕ. ДТ-75 тракторпа суха тунă, сенаж таптанă тата ытти ĕçсене пурнăçланă. Çартан таврăнсан та колхоза вырнаçнă. Техникăран 5 çул уйрăлман. Унтан Мускав тăрăхне вахта мелĕпе ĕçлеме çÿренĕ. Районти ветеринари станцийĕнче водительте 8 çул тимленĕ. Халĕ поездсем çÿрекен çулсене пăхса тăнă çĕрте вăй хурать. Мăшăрĕпе Вăрнарта уйрăм çуртра пурăнаççĕ.

Андрей Николаева районта Çурçĕр Кавказра пулнă ветерансен пĕрлĕхне туса хурас ыйту канăçсăрлантарать. Канаш пурне те пĕрлештерĕ, пухăнса калаçни тĕрлĕ ĕç пурнăçлама май парĕ. Иртнине аса илме те пулĕ. Пĕрлĕх тăвас тĕллеве май килнĕ таран пурнăçа кĕртесшĕн. Çакна пурнăçлама арçыннăн вăй-халĕ те, сывлăхĕ те çителĕклĕ. Мĕншĕн тесен паянхи кун та вăл спортран уйрăлмасть.

Юрий КОРНИЛОВ.   

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика