Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышпа савăнма та лайăх

20 июня 2018 г.

Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн, старостăсемпе хастар çынсен пуçарăвĕпе ял уявĕсене йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Ярмушка ял тăрăхне кĕрекен Пуканкассинче пурăнакансем те шăматкун ял уявне ирттерчĕç.

Ял çыннисемпе хăнасем вунă сехет тĕлне клуб умĕнчи лапама пухăнчĕç. Ташă-юрă ăстисем валли ятарлă сцена хатĕрленĕ. Тĕп урам тем самантра кĕвĕ-çемĕпе тулчĕ. Уяв малалла тăсăлнă май Станислав Отрыванов таврапĕлÿçĕ Пуканкасси ялĕн историне кĕскен каласа пачĕ. Вăл мĕнле пуçланса кайнă пирки тĕрлĕ халап-юмах çÿрет. Çавăнпа та тĕпчемелли нумай. 1930 çулта 700 çын пурăнни паллă. Халĕ вара 250 çын ытла кун кунлать. Йыш чакни çамрăксем хулана кайса тĕпленнипе çыхăннă.

Халăх умне сумлă çынсем тухрĕç. Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Петров ял уявĕн пархатарĕ пуррине, çынсем пĕр-пĕринпе ытларах çывăхланнине каларĕ. «Тăван кĕтес кашниншĕн хаклă. Пуканкассинче çуралса ÿснисем тăван тăрăха нихăçан та ан манччăр. Ял вара çулсерен илемленсе пытăр», – терĕ вăл. Ял хастарĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Ку ялта çуралнă, хальхи вăхăтра Чăвашрадио корреспондентĕнче тăрăшакан Альбина Фомина та ыттисем пекех хисепе тивĕçрĕ. Район администрацийĕн ĕçченĕ Игорь Егоров, Чăваш телевиденийĕн журналисчĕ Екатерина Фомина, ял канашĕн ертÿçи Виктор Анисимов уяв пĕрле савăнма май панине палăртрĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç. Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертÿçи Андрей Суварин та уява килме вăхăт тупнă. Вăл уявпа ăшшăн саламларĕ, ырă йăлана ÿлĕмрен те малалла тăсма сĕнчĕ.

Ял çыннисене юрă-ташăпа савăнтарма кÿршĕ ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсем, çавăн пекех Канаш районĕнчи юрăçсем килсе çитнĕ. Малтанах вырăнти «Чашма» ушкăн уява пухăннисене савăк юрăсем парнелерĕ. Шупашкартан килнĕ Галина Скворцова «Аякри тăван» тата «Нумай пулать сире курманни» юрăсене юрларĕ. Ярмушкари «Утмăлтурат», «Шурăмпуç» ушкăнсем кашни çынна тыткăна илме пултарчĕç. Çĕн Сăрьелти Владимир Павлов вара халăх умне шÿтсемпе тухрĕ. Вăл култарни пурне те килĕшрĕ. Пуканкассинчи Валентина Маркова хăй çырнă сăвва вуларĕ, юрă та юрларĕ. Кушар Юнтапари «Кушар ен», Элмен тăрăхĕнчи «Элмен» ушкăнсем куракансене хаваслă юрăсемпе савăнтарчĕç. Канашсем те сцена çине тухрĕç. Кашни пултарулăх коллективĕ ăсталăхпа палăрчĕ.

Ал ăстисем вара курав йĕркеленĕ, ачасен ÿкерчĕкĕсем валли те вырăн тупăннă. Уявра шÿрпе те пĕçерсе хатĕрленĕ. Ăна чылайăшĕ астивсе пăхма пултарчĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче яш-кĕрĕмпе танах арçынсем те вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç. Çав кун суту-илÿ те ĕçлерĕ – тĕрлĕ тавар туянма май пулчĕ.

Пуканкассисем ял уявне чăннипех çÿллĕ шайра ирттерчĕç. Кунта темиçе çынран тăракан йĕркелÿ ушкăнĕн тÿпи питех те пысăк. Пĕр-пĕрне ăнланнипе тата пулăшнипе ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме пултарнă, паллах. Пуканкассисем пĕрле пухăнса савăнма пултарни ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика