Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ĕмĕр тантăшĕ

27 июня 2018 г.

Пăртасра пурăнакан Агриппина Егоровна Трофимова тăванĕсенчен, пĕлĕшĕсенчен ăшă саламсем йышăнать. Ку ялти чи аслă çыннăн паян çавра та сумлă юбилей – 100 çул

– 100 çул çеç мар, икçĕр те пурăнса кайрăм пулĕ, – тет Агриппина Егоровна. Пурнăç йÿççине самай астивнĕскер, çак çула нихçан та çитессĕн туйăнманнине пытармарĕ вăл.

Пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă пулин те, ăс-тăн енчен хавшаман вăл. Ачалăхĕ, вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи йывăр тапхăрсем чĕринче тарăн йĕр хăварнăран пулĕ, ку вăхăтсене вăл ытларах аса илет.

Çĕнтерĕве ялти çынсемпе пĕрле ырми-канми туптанă. Сăр хĕррине окопсем чавма кайнă, арçынсемпе тан вăрман ĕçленĕ. Эрнесерен выçăлла тĕрмешнĕ тапхăрсем пĕрре мар хăшкăлтарнă. Самани те ирсĕрле пулнă-çке. Пĕр тĕслĕх ун пуçĕнчен паян кун та тухмасть. «Вăрман каснă вăхăтра пĕр пĕчĕк татăк çăкăра кĕсьене чикнĕччĕ. Хырăм мĕнле çатăртатса выçма пултарнине паян пĕлекен те çук пулĕ. Кĕсьене тавăрса тĕрĕслеççĕ. Эпĕ чĕптĕм çăкăра алăра çавăрттаратăп, анчах та кĕсьене уçнă май вăл ăнсăртран юр çине тухса ÿкрĕ. Тĕрĕслекен сисрĕ. Хĕр пулнăран хĕрхенчĕ-ши, мана нимĕн те тумарĕç»,– аса илет вăл.

Çемьере пилĕк ача çитĕннĕ вĕсем. Тач тăванĕсем иккĕ. Ыттисем – усрава илнĕ ачасем.

Мăшăрĕ – Яков Яковлевич Трофимов – вăрçă участникĕ. Агриппина Егоровнапа çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн пĕрлешнĕ. Пилĕк ачана кун çути панă вĕсем. Шел те, ывăл-хĕрĕсене пĕрне те вăрăм ĕмĕр пÿрмен – паян пĕри те пурăнмаççĕ. Мăшăрĕн те пурнăçĕ кĕске пулнă, вăл 38 çул каялла çĕре кĕнĕ. Шăллĕн те, Якурăн, кун-çулĕ сарăмсăр татăлнă.

Агриппина Егоровнана çак йывăр самантсенче мăнукĕсем пурри чĕрене хытарса, куççуле пытарса пурăнма хăнăхтарнă. Ывăлĕсем вилнипе кинĕсем урăх çемье çавăрнăран, çын ачине ют этем пăхмасть тесе, Юрийпе Светлана мăнукĕсене хăех çитĕнтерсе пурнăç çыннисем тунă вăл.

Ырăлăх хăй патне те таврăннă. Агриппина Егоровна паян Юрий çемйипе пĕрле пурăнать. Наталья Анатольевнана, кунĕн-çĕрĕн хăйне пăхнăран пулĕ, кинĕ вырăнне мар, хĕрĕ пекех йышăнать. Иккĕшĕн хушшинчи тачă çыхăнăвĕ калаçуран аван курăнать. Агриппина Егоровна япăхрах илтнĕрен кинĕн сăмаххисене тутаран вулать.

Хăй вăхăтĕнче сивĕсенче, йывăр ĕçлени пĕтĕмпех йĕр хăварать çав. Агриппина Егоровна та сыпăсем ыратнипе аптăрать. Çитменнине, темиçе çул каялла ÿксе аманнă. Çапах та виçĕмçулччен урама та хăех тухса çÿренĕ вăл.

Ĕмĕр тăршшĕпе колхозра вăй хунă. Мăшăрĕпе пĕрле лашасем те пăхнă. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Хальхи пек машинăсем пулман та колхоз ĕçĕсемпе Шупашкар таран лашапа çÿренĕ.

Ĕçченлĕхĕ вăхăт иртсен те сÿнмен. Халĕ те алă усса ларасшăн мар вăл. Вăхăт ирттĕр, аллисем ан хытчăр тесе Наталья Анатольевна ăна çип сÿтме парать. Агриппина Егоровна, алĕçĕпе унччен те нумай аппаланнăскер, кун пек вăхăт та хаваслăрах иртнине палăртать.

Ял çыннисем Агриппина Егоровнана таса чунĕшĕн хисеплеççĕ. «Мĕн тери типтерлĕ. Аялти çипуçĕ чăлт шурăччĕ. Ÿсĕрсене чăтма пултараймастчĕ, патакпа юнаса вăрçатчĕ», – терĕ кÿршĕри Валентина Лукина.

Агриппина Егоровнан амăшĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. 100 çула пĕр уйăх çитеймен вăл. Тата ытларах пурăнма пултарнă – шуса ÿкнипе шăнман пулсан...

Агриппина Егоровна хăйне пуян тет. Паллах, чи хаклă тупри – мăнукĕсем. Вĕсем юбилярăн 24, кĕçĕн мăнукĕсем 31. «Çĕр çинче вăрçă ан пултăрччĕ. Эпир курнине ачасем ан астивччĕр», – терĕ вăл шухăшлăн...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика