Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарта – ял спорт вăййисем

02 июля 2018 г.

Ĕнер Вăрнар районĕнче Республикăри çуллахи ял спорт вăййисем старт илчĕç

Ăмăртăва утă çулакансем, механизаторсемпе доярсем пуçларĕç. Ку енĕпе тупăшусем Вăрманкасри Алексей Козлов фермер хуçалăхĕнче, ял хуçалăх техникумĕнче иртрĕç.

«Химик» стадионти тĕрлĕ площадкăра лапта, баскетбол вăййисем, алă вăйне виçессипе, çăмăл атлетикăпа, «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче кире пуканĕ çĕклессипе те ăмăртусем ирех пуçăнчĕç.

Пĕтĕмпе программăна спортăн 16 тĕсне кĕртнĕ. Вĕсем çавăн пекех Вăрнарти 1-мĕш, Хапăсри шкулсен, Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн территорийĕсенче иртрĕç.

Çурма финал тата финал вăййисем паян пулаççĕ.

Республикăри çуллахи ял спорт вăййисене мĕнпур район команди килсе çитнĕ. Ун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççейри тапхăра хутшăнма Чăваш енĕн пĕрлештернĕ командине пухĕç. Вăл август пуçламăшĕнче Курск хулинче иртмелле.

Ĕнер Республикăри çуллахи ял спорт вăййисене Вăрнарта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăн Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, «Урожай» спорт обществин ертÿçи Сергей Грибов, район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уçрĕç, участниксене, вăрнарсене саламларĕç.

– Çак ăмăртусем муниципаллă районсене спортри çивĕчлĕхĕпе тупăшма май парать. Сăнанă тăрăх, кам сывă пурнăç йĕркине тăтăш тытса пырать, куллен тренировкăсенче ăсталăха туптать – çав район яланах çĕнтерет. Пире чăвашран тухнă Олимп чемпионĕсем, ытти сумлă турнирсен çĕнтерÿçисем хăйсенчен тĕслĕх илме хистеççĕ. Патшалăх политики те массăллă спорта аталантарассине тĕп вырăна хурать. Шăпах çакă чи вăйлине, кирек мĕнле ăмăртăва та хатĕр çынсене ÿстерме пулăшать. Сире пурне те ял спорт вăййисенчен киленĕç илме, çĕнтерме сунатăп! – терĕ регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика